Паян воспитательсен тата шкул ҫулне ҫитменнисен тытӑмӗнче ӗҫлекенсен уявӗ

Ӑна патшалӑх шайӗнче 2016-мӗш ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Тӗп тӗллевӗ - сатиксенче ӗҫлекен педагогсен сумне ӳстересси тата вӗсене хавхалантарасси. Ҫак тӗллевпех ҫӗршывра воспитательсен ӑсталӑх конкурсне йӗркелеҫҫӗ.

Чӑваш Ен чысне унта кӑҫал Куславккари "Звездочка" ача сатӗнче ӗҫлекен Галина Жолобова хӳтӗлет. Конкурс Волгоград хулинче иртет. Шупашкарти шкул ҫулне ҫитменнисен 165-мӗш учреждени те професси уявне ҫитӗнӳпе кӗтсе илет. Вӑл Раҫҫейри чи лайӑх 100 сатик йышне кӗнӗ. 

Шкул ҫулне ҫитменнисемпе кашни ҫын ӗҫлеймест. Ачасене чунтан юратакансем, вӗсемпе пӗр чӗлхе тупма пултаракансем кӑна лайӑх воспитатель пулаҫҫӗ. Фаина Антонова 2000-мӗш ҫултанпа 165-мӗш сатикре тӑрӑшать. Пӗрле ӗҫлекенсем те, вӗренекенсем те ӑна тӳрех аван йышӑннӑ. Фаина Антонован ушкӑнӗнче 31 ача. Вӗсен халӗ яваплӑ тапхӑр - ҫитес ҫул шкула кайма хатӗрленеҫҫӗ. 

Ӗҫре пысӑк ҫитенӳсем тунишӗн уяв ячӗпе 6 специалиста Шупашкар администарицйӗн Хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ. Ҫавӑн пекех 165-мӗш сатик Раҫҫейри чи лайӑх 100 вӗренӳ учрежденийӗ йышне кӗнине пӗлтерчӗҫ. Ҫак чыса кунта ачасене аталанма тивӗҫлӗ майсем йӗркеленишӗн панӑ. Воспитательсен тӳпи те, паллах, пысӑк. Таисия Гореева 5 ҫулта. Вӑл ача сатне хаваспах ҫӳрет. Уйрӑмах "Грамотейка" кружока юратать. Унӑн 2 аппӑшӗ те кунтах пӗлӳ пухнӑ. Халӗ вӗсем шкулта вӗренеҫҫӗ.

165-мӗш садике 1988 ҫулта хута янӑ. 2015-мӗшӗнче тӗпрен юсанӑ. Халӗ вӑл ҫӗнӗ пек курӑнать. Учрежденире 11 ушкӑн, пурӗ 215 ача ҫӳрет. 5-шӗ - логопед ушкӑнӗ шутланать. Сатикре 27 педагог ӗҫлет. Професси уявне кунта яланхи пекех савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ирттерчӗҫ. Воспитательсене ачасем те, ашшӗ-амӑшӗ те саламларӗҫ. Ӑшӑ сӑмахсемлӗ ҫырусене ятарласа хатӗрленӗ ещӗке яма пулчӗ.

 

Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова