Паян - Пӗтӗм Раҫҫейри вуламалли кун

Ӑна кӗнеке, хаҫат-журнал вуламалли пирки аса илтерес тӗллевпе паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫавна май паян библиотекӑсенче вулав урокӗсем, кӗнеке куравӗсем иртеҫҫӗ.

Тӗп хулара кӗнеке юратакансен пӗрлешӗвӗсем пур. Наци библиотекинче,  сӑмахран, тӑтӑшах "Варкӑш" литература клубӗ пуҫтарӑнать. Унта ҫӗнӗ кӗнекесен хӑтлавне ирттереҫҫӗ, ку е вӑл авторӑн ҫавраҫулне уявлаҫҫӗ, литература каҫӗсем йӗркелеҫҫӗ. Наци библиотекинчех аслӑ классемпе студентсем валли "Сантьяго" вулав клубӗ ӗҫлет. Унта ҫӳрекен ҫамрӑксем икӗ эрнере пӗрре пухӑнса ку е вӑл хайлава сӳтсе яваҫҫӗ. "Чаепите с Набоковым" наукӑпа литература пӗрлешӗвӗ те пур. Вулакансен кунне халӑха кӗнекепе, хаҫат-журналпа ытларах кӑсӑклантарас тесе ирттереҫҫӗ. Страница хыҫҫӑн страница шӗкӗлчени кашниншӗн усӑллӑ. Кӗнеке вулаҫҫӗ-и хула ҫыннисем? Ҫакна эпир иртен-ҫӳренрен ыйтса пӗлтӗмӗр.

Алена Артемкина, Виктор Степанов