Паттӑрсене пуҫ тайма шартлама сивӗ те чӑрмантармарӗ

Пӗтӗм ҫӗршыври пекех пирӗн республикӑра та Паттӑрсен кунне халалласа тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелерӗҫ. Вӑл шутра палӑксем умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнчи Мухтав монуменчӗ умне те халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. 

Шартлама сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах паттӑрсене пуҫ тайма чылай ҫын пуҫтарӑнчӗ. Республикӑри патшалӑх влаҫ органӗсен ертӳҫисем, ветерансен пӗрлешӗвӗсен пайташӗсем, шкул ачисемпе студентсем Мухтав монуменчӗ умне чечексем хурса паттӑрсене асӑнчӗҫ. 

Вӗренӳ учрежденийӗсенче ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас тӗллевпе чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Хулари 33-мӗш шкул Раҫҫей Геройӗн Николай Смирновӑн ятне тивӗҫлӗн тытса пырать. Ачасем ӑна тата ытти паттӑрсене сума суччӗр тесе вӗрентекенсем чылай тӑрӑшаҫҫӗ. 

Паттӑрсен кунне пирӗн ҫӗршывра 16 ҫул каялла паллӑ тума пуҫланӑ. Унӑн историйӗ вара 18-мӗш ӗмӗртенех пырать. Иккӗмӗш Кӗтерне патша Ҫветтуй Георгий орденне пама йышӑннӑ. Унпа ҫапӑҫура паттӑрлӑх кӑтартнӑ салтаксене чысланӑ. 

Оксана Верликова, Екатерина Янгалакова