Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнса Совет Союзӗн Геройӗ ята илнисем Чӑваш Енрен 65-ӗн пулнӑ. Вӗсен сӑнарӗсене Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ тӗле Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Александр Ильин ҫырнӑ. Ку шухӑш тӳрех ҫуралман. Малтан ӳнерҫӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти тӗп урам хисепленсе тӑракан Винокуров портретне ӳкерес тенӗ, унтан Женя Крутова кун-ҫулӗпе кӑсӑкланнӑ, Зоя Парфенова пӗртен-пӗр хӗрарӑм-герой пулнине пӗлсен пир ҫине унӑн сӑнне те куҫарнӑ. Ҫӗнтерӳ кунӗччен пурнӑҫламалли пысӑк ӗмӗт тӗвӗленсен ӳкерӳ меслетне суйланӑ. Ҫуллӑ сӑрӑпа ӗҫлесси вӑхӑт нумай йышӑнать, ҫавӑнпа графика меслетне тӗпе хунӑ. Ҫакӑ фронтовик-ашшӗ, республикӑри ытти паттӑрсем умӗнчи сӑваплӑ тивӗҫӗ тесе пысӑк ӗҫе пикеннӗ. Районсемпе ҫыхӑннӑ, кашнин кун-ҫул историне тишкернӗ. "Ахаль курав мар, паянхи ӑрупа несӗлсен калаҫӑвӗ пултӑр тесе Геройсене умри ҫынна куҫран пӑхмалла ӳкертӗм", - тет автор. Чӑннипех портретсенчен чӗрӗ те ӑшӑ куҫсем тинкереҫҫӗ. Художникшӑн кашниех тӑван пек ҫывӑх пулса тӑнӑ. Тепӗр залра - паянхи хирӗҫ тӑрура тӑнӑҫлӑхшӑн кӗрешекенсем. Вӗсене Константин Долгашев, Миша Григорян пек пысӑк ӑстасемпе танах студентсем ӳкернӗ. Халиччен кун пек пуҫарӑва хутшӑнса курман ветерансемшӗн ҫакӑ хумхануллӑ пулнӑ. Художник куравне хак пама килнисем пӗрин хыҫҫӑн тепри хӑйсене палласа илчӗҫ. Хальхи йывӑр саманара пулса иртни историре хайлавсенче, портретсенче ҫырӑннине вӗсем ырласа йышӑннӑ. Тӑван ҫӗрте пурӑнакасем хавхалантарни, пур енлӗн пулӑшни те вӑй парать вӗсене.
Курава Геройсен харпӑр хӑй япалисемпе, салтак пурнӑҫӗнче кирлӗ хатӗрсемпе, хӗҫ-пӑшал пайӗсемпе пуянлатнӑ. Паттӑрсен портречӗсемпе Музейпа курав центрӗнче паллашма пулать.
Алиса Александрова, Денис Афанасьев








