Пархатарлӑ ӗҫрен айккинче тӑмаҫҫӗ

"Пӗрле" фонд пулӑшнипе Луганск халӑх республикине тата Херсонпа Запорожье облаҫӗсене черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗҫ. Ку вӑл Чӑваш Енри хастарсем пуҫтарнӑ 58-мӗш тиев пулчӗ. 

Пулӑшӑва пуҫтарма тӗрлӗ округри волонтерсен ушкӑнӗсем, "Пӗрле" фонд, предприятисемпе уйрӑм ҫынсем хастар хутшӑннӑ. Салтаксем валли автомашинсем, квадроциклсем, строительство материалӗсем, кӑмакасем, апат-ҫимӗҫ, ӑшӑ тум-тир, куллен кирлӗ япаласем, хӳтӗлев каррисемпе окоп ҫуртисем тата ытти те хатӗрленӗ. Пурӗ - 90 тонна гуманитари пулӑшӑвӗ. Фронта тӗрев парассине республикӑн кашни кӗтесӗнчех йӗркеленӗ. Сӑмахран, Вӑрнар тӑрӑхӗнче хӳтӗлев каррисем ҫыхмалли тата окоп ҫуртисем тумалли 15 лаптӑк ӗҫлет.  


Волонтер-студентсем те пархатарлӑ ӗҫрен айккинче тӑмаҫҫӗ. Вӗсем кашнинчех гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарма хутшӑнаҫҫӗ, ӑна тиеме те хаваспах килӗшеҫҫӗ. 


Уйрӑмах хастар пӗрлешӳсене, организацисене, волонтерсене Правительство Пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов Тав ҫырӑвӗсем парса хавхалантарчӗ. 


Оксана Верликова, Александра Борисова, Виктор Степанов