Пулӑшӑва пуҫтарма Чӑваш Правительстви, предприятисемпе обществӑлла пӗрлешӳсем, волонтерсем тата ыр кӑмӑллӑ ҫынсем хутшӑннӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ку ӗҫе малалла та хастаррӑн йӗркелесе пырса ҫӗнтерӗве ҫывхартассине палӑртрӗ.
Хальхинче икӗ УАЗ автомашин тата тӗрлӗ оборудовани ӑсатрӗҫ. Вӑл шутра бинокольсемпе рацисем, тимӗр шырамалли хатӗрсем, GPS-навигаторсем тата ытти те. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ эмел, ӗҫмелли шыв, хӳтӗлев каррисем, строительство материалӗсем пухса хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех Мӑнкун ячӗпе Бердянск епархине пӗр пин те 500 кулич ҫитерӗҫ.
"Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акци пуҫланнӑранпа республикӑра пурӑнакансемпе предприятисем "Пӗрле" фонда 106 миллион тенкӗ куҫарса панӑ, 40 ытла гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ. Ку пархатарлӑ ӗҫ малалла пырать.
Оксана Верликова, Виктор Степанов