Палӑртнӑ вӑхӑта ӗлкӗрейменни тӳрех курӑнать

"Республика Пуҫлӑхӗн тимлӗхӗнче" проект регионта тивӗҫлӗ шайра ӗҫлет. Ятарлӑ ушкӑн час-часах тӗплӗ юсав пыракан объектсене тухса ҫӳрет, ӗҫ пахалӑхне хак парать. Хальхинче Наталия Партасова ертсе пыракан рейд хастарӗсем Шупашкар округӗнчи Лапсар территори уйрӑмӗнче пулчӗҫ. 

Ҫатра-Лапсар шкулне 1966-мӗш ҫулта тунӑ. Кӑҫал ҫуркунне кунта строительсем пысӑк ӗҫе пикеннӗ. Ачасене вӑхӑтлӑх Кӳкеҫри 1-мӗш шкулӑн корпусне вырнаҫтарнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне палӑртнӑ ӗҫсене вӗҫлесе учительсемпе вӗренекенсене йышӑнмалла пулнӑ. Анчах паянхи куна шкул ҫурчӗ 35 процент чухлӗ кӑна хатӗр. Подрядчик сӑмахӗпе юсав вӑхӑтӗнче малтанласа курӑнман чӑрмавсем тупӑннӑ. Объектра пурӗ те 20 рабочи кӑна ӗҫлет. Хальлӗхе урай сарса та, стенасене якатса та пӗтермен. Шкул тӑррине тума пуҫланӑ. 

Ӗҫлӗ ушкӑн тӗплӗ юсав тӗлӗшпе тӗрӗслеве татах та ҫирӗплетме йышӑннӑ. Малашне кулленех объектшӑн яваплисемпе ҫыхӑнура пулӗҫ. Подрядчике рабочисен шутне ӳстерме сӗннӗ. Ҫавӑн пекех вӑхӑт тӑсӑлнине кура кунта пӗлӳ илекен 120 ача валли паха та тивӗҫлӗ майсем тӑвасси пирки иккӗленмелле ан пултӑр. 

Сӑмах май, пурӗ паянхи кун республикӑри 38 шкулта тӗплӗ юсав пырать. Халӑх тӗрӗслевне хутшӑнакансем Лапсар территори уйрӑмӗнче ҫулсем саракан подрядчикпа та тӗл пулчӗҫ. Вӑрманкасси, Ойкасси, Ҫатракасси, Карачура ялӗсенче пурӑнакасем такӑр та лайӑх ҫул кӗтеҫҫӗ. Контрактӑн пӗтӗмӗшле хакӗ - 13 миллион тенкӗ. Тӗп ӗҫе тунӑ тесен те юрать. Ыттине кӗске хушӑра вӗҫлессе шантараҫҫӗ. 

Ял-хулара пурӑнакансем хӑйсен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса "Ниме - халӑх бюджечӗ" программӑна хастар хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал республикипе пин те 900 яхӑн проект пурнӑҫланать. Пӗтӗмӗшле хакӗ 5 миллиард ытла тенкӗ. 

Алиса Александрова, Виктория Логунова, Виктор Степанов