Округсен аталанӑвне сӳтсе яврӗҫ, ҫӗнӗ тӗллевсене палӑртрӗҫ

Улатӑрпа Пӑрачкав тӑрӑхӗсенче Правительство кунӗ иртрӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пыракан ушкӑн тӗл пулӑва килнисене ҫавӑн пекех республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2030-мӗш ҫулчченхи программипе паллаштарчӗ. 

Улатӑр тӑрӑхӗн аталану ҫул-йӗрӗнче кӑҫал ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнӑ. Хулапа муниципалитет округӗ пӗрлешнӗ. Унӑн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая иртнӗ пилӗк ҫулти ӗҫ кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетрӗ. Ӳсӗмсем пур, ҫав вӑхӑтрах татса памалли ыйту та чылай. - Ку тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫлетпӗр. Сӑмахран, ҫак ҫулсенче Улатӑрти коммуналлӑ хуҫалӑхри лару-тӑрӑва лайӑхлатма пултартӑмӑр, - терӗ Чӑваш Ен ертӳҫи Олег Николаев. 2030-мӗш ҫулччен ырӑ улшӑнусем тата та пулӗҫ. Республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа-экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программипе килӗшӳллӗн Улатӑр тӑрӑхӗнче ытти округсенчи пекех 10 пысӑк проект пурнӑҫа кӗртӗҫ. Ку вӑл - ял тӑрӑхӗсене хӑтлӑх кӳресси, Культура ҫурчӗсемпе библиотекӑсене, вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӗнетесси, ҫемье центрӗсем йӗркелесси, каяш шывсене тасатасси. Унсӑр пуҫне Улатӑр округӗнче калӑпӑшлӑ тепӗр икӗ проект хута яма палӑртнӑ. Пӗри - санаторипе курорт комплексне аталантарассипе, тепри - туристсене илӗртессипе ҫыхӑннӑ. Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, программӑна улатӑрсен инфратытӑма ҫӗнетмелли 194 проектне кӗртнӗ, ытти муниципалитетсемпе танлаштарсан ку чи нумаййи. Инвестици проекчӗсен шучӗ вара сахал - 18 кӑна. Ҫавна май ку тӗлӗшпе тата шутласа пӑхма, мӗнле ӗҫе укҫа хывма май пуррине тишкерме сӗнчӗ Республика Пуҫлӑхӗ. Ҫавӑн пекех Олег Николаев округ тата Правительство умӗнче тӑракан тӗллевсене палӑртрӗ. Кӑҫал Улатӑр тӑрӑхӗнче 9 пин тӑваткал метртан сахал мар пурӑнмалли ҫурт-йӗр тумалла, спорт учрежденисен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетме министерствӑна документсем тӑратмалла, хула таврашне хӑтлӑх кӳмелли программӑна хутшӑнма заявка хатӗрлемелле. 

Пӑрачкавсен те ӗҫӗ сахал мар. Кунта нумай хваттерлӗ 4 ҫурта, культура еткерлӗхӗн объекчӗ шутланакан учительсен семинарине тӗпрен юсамалла. Культура керменне те ҫӗнӗ сӑн кӗртмелле. Республикӑн комплекслӑ программипе килӗшӳллӗн вара кунта гипспа бетон строительство материалӗсем кӑларакан производство йӗркелемелле. 

Правительство кунӗсем ҫулталӑкӑн пӗррӗмӗш кварталӗнче кашни округрах иртӗҫ. 

Екатерина Фомина, Святослав Петров