Нимӗҫ фашисчӗсене Сталинград ҫывӑхӗнче ҫапса аркатнӑранпа 79 ҫул ҫитрӗ

Ҫак куна халалласа тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ иртет. Вӑл шутра Раҫҫей халӑх фрончӗн ҫамрӑксен юхӑмӗ "Случайный вальс" ҫӗршыври акци пуҫарнӑ. Унта пирӗн республика та хутшӑнчӗ. 

Хӗрлӗ тӳреме пухӑннӑ студентсем Марк Фрадкин композитор ҫырнӑ паллӑ юрӑпа ташларӗҫ. Ку хайлава акци валли ӑнсӑртран мар суйласа илнӗ. "Случайный вальса" Сталинградшӑн пынӑ хаяр ҫапӑҫура ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн темиҫе кунранах ҫырнӑ. Акцие Аграри университечӗн, педагогика колледжӗн, электромеханика тата строительство техникумӗсенче вӗренекенсене явӑҫтарнӑ. "Вальс ташласа эпир паттӑрсене асра тытнине кӑтартасшӑн", - теҫҫӗ ҫамрӑксем. 

Сталинград ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫу - Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине тӗпрен улӑштарнӑ пысӑк пулӑм. Вӑл 200 кун та каҫ тӑсӑлнӑ. Ҫав хаяр ҫапӑҫӑва 2 пине яхӑн чӑваш салтакӗ хутшӑннӑ. Шел пулин те, вӗсенчен чылайӑшӗ пиртен уйрӑлса кайнӑ ӗнтӗ. Ҫапах та Сталинград авӑрне ас тӑвакансем те пур-ха. Вӗсенчен пӗри Муркаш районӗнчи Юнкӑра пурӑнакан Григорий Никифорович Илугин. Ҫак кунсенче ветеран 99 ҫул тултарнӑ. 

Диана Иванова, Вадим Владимиров