Малтанах ӗҫлӗ ушкӑн Энӗшпуҫ шкулӗнчи юсавпа паллашрӗ. 50 ҫул каялла хӑпартнӑ ҫурт самай кивелнӗ. Пуш уйӑхӗнче ӗҫе пуҫӑннӑ строительсем паян лартнӑ тӗллеве 60 процента яхӑн пурнӑҫланӑ. Пӑснӑ чухне тупӑннӑ кӑлтӑксене пула проект хакне 60 миллион ҫурӑран 2 хут ытларах ӳстерме тивнӗ. Халӗ документа экспертиза хаклавне янӑ. Ҫурт тӑррине витсе пӗтернӗ, ытти ӗҫ те аван пырать. Подрядчикӑн чӳк уйӑхӗ тӗлне пӗтӗмпех вӗҫлемелле. Энӗшпуҫ шкулӗнче 100 ытла ача пӗлӳ илет.
Тӗрӗслевпе ҫитнӗ ушкӑн инженери тытӑмне, ҫурт тулашне йӗркене кӗртессипе васкавлӑрах ӗҫлеме сӗнчӗ. Пысӑк Енкасси ялне кӗнӗ тӗлте куҫ тӗлне тӳрех ҫӗнӗ ҫурт пулать. Ку вӑл халӑх пуҫарӑвӗпе никӗсленнӗ депо. Хальччен инкек пулас пулсан Вӑрмартан е Куславккаран пулӑшу кӗтмелле пулнӑ. Ҫул ҫине 20 минутран сахал мар кирлӗ. Энтрияль, Пысӑк Енкасси, Аслӑ Чак, Аслӑ Пинер территори уйрӑмӗсенче пурӑнакансем программӑпа вут-ҫулӑмпа кӗрешмелли объект тӑвас тенӗ. Халӑхран проект хакӗн 20 процентне - 1 миллион та 600 пин тенкӗ - пухнӑ.
Тӗрӗслев ушкӑнӗ ҫитсе курнӑ тепӗр ял - Мӑнҫырма. Халӑх тӑрӑшулӑхӗ, ял пуласлӑхӗшӗн ҫунни тавралӑх сӑн-сӑпатӗнче те аван палӑрать. Пӗр урамра кӑҫал ӗмӗрсем хушши тапса тӑракан ҫӑл таврашне хӑтлӑх кӳме йышӑннӑ. Ҫынсем 300 пин тенке яхӑн пухса панӑ.
Подрядчик хӑй вӑхӑчӗпе ӗлкӗрсе пырать. Пуҫаруллӑ ҫынсем сметӑсӑр пуҫне татах та укҫа пухса ытти ӗҫе те тӑвасшӑн. Ҫӑл тавра вара кӑвак чӑрӑшсем, туя йывӑҫҫисем, лутра ӳсекен улмуҫҫисем лартасшӑн. Ҫӗнӗ Вӗренерте 50 ытла кил кӑна пулин те халӑх пуласлӑха шанӑҫпа тинкерет. Ача-пӑча спорт лапамӗ тунӑ кунта. Ӗҫе вӗҫленӗпе пӗрех, резин сий сарасси юлнӑ.
Яваплӑха хӑй ҫине илнӗ строительсен ӗҫӗпе кӑмӑллӑ кунта. Укҫи-тенки енчен кӑна хальлӗхе чӑрмав пур. Хӗрлӗҫырсене ниме программи масар ҫуртне юсама, тавралла карта тытма пулӑшнӑ. Ҫак ӗҫе пикеннӗ подрядчик Урнар ялӗнче те объект илнӗ. Кунта шыв тытӑмне ҫӗнетме вӑхӑт ҫитнӗ.
"Проекта халӑх укҫине те явӑҫтараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та кашни ӗҫе пахалӑхлӑ та вӑхӑтлӑ туни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн тивӗҫ - подрядчиксемпе пӗрле тӑрӑшса республикӑра пурӑнакансен шанӑҫне тӳрре кӑларасси. Малашне те проектсене епле пурнӑҫланине ҫирӗппӗн тимлесе тӑрӑпӑр", - палӑртрӗ Наталья Евсюкова ҫул ҫӳревне пӗтӗмлетнӗ май.
Алиса Александрова, Денис Афанасьев








