"Ниме - халӑх бюджечӗ" проектӑн ырӑ витӗмне туйса илнӗ

Шупашкарти Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче хула кунӗ тӗлне ҫӗнӗ спорт лаптӑкӗпе ача-пӑча лапамне уҫрӗҫ. Ӗҫе Республика Пуҫлӑхӗн "Ниме - халӑх бюджечӗ" проекчӗпе килӗшӳллӗн тунӑ. 

Улма-ҫырла, Тирек урамӗсенче пурӑнакансем "Ниме - халӑх бюджечӗ" проектӑн ырӑ витӗмне чӑнласах туйса илнӗ. Ҫӗнелнӗ лаптӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма картиш тулли ача-пӑча пуҫтарӑнчӗ. Унччен ку вырӑнта юхӑнма пуҫланӑ тимӗр конструкцисем кӑна пулнӑ. Паллах, вӗсем хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне тивӗҫтерни пирки сӑмах та пулман. Ҫавӑнпа ҫывӑхра пурӑнакансем лаптӑка ҫӗнетме йышӑннӑ. Ҫак шухӑша тӗп хулари ҫурт-йӗр фончӗн Управленийӗн ертӳҫи Андрей Шестаков та ырланӑ. 

Ҫӗнӗ лаптӑк хальхи вӑхӑт ыйтнине туллин тивӗҫтерет. Ачасем аманасран урайне резин сий сарнӑ. Тӗрлӗ чуччу, тӑвайкки, тренажерсем вырнаҫтарнӑ тата ытти те. Объектӑн хакӗ 9 миллион тенкӗпе танлашать. Кӑҫал "Ниме - халӑх бюджечӗ" проектпа Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӗ 14 объекта хӑтлӑлатма палӑртнӑ. Вӗсенчен 6 - шне вӗҫленӗ те ӗнтӗ. 

Ниме программи кулленхи пурнӑҫра тӗл пулакан кӑткӑс ыйтусене те татса пама пулӑшать. Улма-ҫырла урамӗнче спорт лаптӑкне хӑтлӑлатнипе пӗрлех ҫумӑр шывӗ юхса каймалли тытӑма те ҫӗнетнӗ. Тӗп хулара ҫулсене юсасси те паян пысӑк тимлӗхре. Кӑҫал сӑмахран, уйрӑм ҫуртсем вырнаҫнӑ 24 урама йӗркене кӗртнӗ. Халӗ вара халӑх программине ҫитес ҫул хутшӑнма заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ. Аса илтеретӗп, ку вӑхӑта авӑн уйӑхӗн 1-мӗшчен тӑснӑ. Ҫавна май муниципалитетсенче тӗл пулусем иртеҫҫӗ, влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем халӑхпа ҫӗнӗ пуҫарусене сӳтсе яваҫҫӗ. Улма-ҫырла, Тирек урамӗсенче пурӑнакансем те тӗп хулари ҫурт-йӗр фончӗн ертӳҫи Андрей Шестаков патне сахал мар пуҫарупа тухрӗҫ. Чи лайӑх проектсемшӗн авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 2-мӗшчен "Чувашия - онлайн" порталта сасӑлама май пур.

Леонид Петров, Денис Афанасьев