Награда хӑйӗн хуҫине 76 ҫул иртсен тупрӗ

Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Валентин Николаев фронтовикӑн Вӑрнарта пурӑнакан тӑванӗсене "Мухтав орденне" пачӗҫ.

Хаклӑ ордена фронтовикӑн хӗрне Валентина Алексеевана пачӗҫ. Унӑн ашшӗ Валентин Николаев 1942-мӗш ҫулта фронта тухса кайнӑ. 19 ҫулти каччӑ вӑрҫӑ авӑрне Калуга ҫывӑхӗнче кӗнӗ, Кенигсберга ҫитнӗ. 4 хутчен суранланнӑ. Икӗ хут "Хастарлӑхшӑн" медале тивӗҫнӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗччен пӗр уйӑх маларах ӑна Мухтав орденӗпе чыслама йышӑннӑ. Анчах та ку наградӑна Валентин Николаев вӑхӑтра тивӗҫеймен. Ордена панӑ кун вӑл госпитальте выртнӑ. Каярах вара ун пирки манса кайнӑ. Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Николаев красноармееца тепӗр хут наградӑласси пирки алӑ пуснӑ. 

 

Леонид Петров, Михаил Солин