Мускаври "Раҫҫей" курав-форумра Культура министерствин кунӗсем иртеҫҫӗ

"Раҫҫей" курав-форумра Чӑваш Ен экспозицийӗ чи илӗртӳллисенчен пӗри. Вӑл 11 номинацире те малтисен йышӗнче. "Йӑла-йӗркене упрасси" уйрӑмра вара 3-мӗш вырӑнта. Ҫитес 3 эрнере ку кӑтартӑва тата та лайӑхлатма май пур. Ҫак тапхӑрта Культура министерствинчи специалистсем, театр артисчӗсем, библиотекӑсемпе музейсенче ӗҫлекенсем несӗлсен паянхи кунччен упранса юлнӑ йӑлисемпе, уявӗсемпе паллаштарӗҫ.  

Регионти культура учрежденийӗсем пуян программа хатӗрленӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем, сӑмахран, ку лапамра ташӑ хусканӑвӗсене вӗрентеҫҫӗ. Ӑсталӑх урокӗ ирттерекенсен сывлӑш ҫавӑрма та вӑхӑт ҫук. Хӑнасем пӗрерӗн те, ушкӑнпа та кӑсӑклансах тимлерӗҫ вӗрентекене, унтан тӑрӑшсах ташлама хӑнӑхрӗҫ. Астуса юлма ҫӑмӑл. Пӗрре кӗпе чӳхенӗ пек хускалма, тепре вӑтаннине сӑнарлама сӗнет профессионал-ташӑҫ.  
Наци тӗрри-эрешӗн вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса пама та хапӑл, пирӗн стенд палли пулса тӑнӑ тухьяна ӑсталаса пӑхма та сӗнеҫҫӗ тарават хуҫасем. Курав карттинчи куҫ тӗлне тӳрех пулакан ҫак лапама тимлӗх уйӑрмасӑр никам иртеймӗ. Пирӗн халӑхӑн хӑйнеевӗрлӗ тӗрри кашнине илӗртет, чӑваш тумне вара хӗрарӑмсемпе танах арҫынсем те хаваспах тӑхӑнса пӑхаҫҫӗ. "Кӗскӗ" конструктор пулӑшнипе тӗрӗ пир ҫине куҫнине те сӑнама кӑмӑллӑ. Театр чаршавӗ хыҫӗнчи пурнӑҫпа кӑсӑкланакансене грим тата пуканесене вылятарассипе иртекен ӑсталӑх урокӗсем килӗшмелле. Фольклор ушкӑнӗсен артисчӗсем авалтан епле салтак ӑсатнине, ҫӗнӗ пӳрте куҫнине уявланине, ача ҫуралсан мӗнле йӑласем туса ирттернине кӑтартса парӗҫ. 
Культура министерствин кунӗсем пуҫланнӑ-пуҫланман тӗрлӗ регионта тӗпленнӗ йӑхташсем аякри тӑванӗсемпе курнӑҫас кӑмӑлпа ВДНХри форума васканӑ. Ятарласа Чӑваш Енрен ҫитнисем те чылайӑн.
Программӑра кӗнекесен презентацийӗ, пуҫватмӑшсен хуравӗсене тупасси, сӑвӑ илемлӗ вулакансен тупӑшӑвӗ, шӑхличпе шӑхӑракансен ӑмӑртӑвӗ те пулӗ. Чӑвашсем яланхилле хӑнасене кӗтсе килме хавас.

Алиса Александрова, Светлана Позднякова, Лидия Галактионова, Андрей Шоклев