"Тӑван халӑхӑн аваллӑхне асра тытмасан - йӑла-йӗрке ҫук, йӑла-йӗркесӗр культура ҫук, культурӑсӑр воспитани ҫук, воспитанисӗр чунлӑх ҫук, чунлӑхсӑр ҫын ҫук, ӑс-тӑнӗпе, чун-чӗрипе ҫӗкленнӗ ҫынсӑр халӑх та упранса юлаймасть, - тетчӗ Геннадий Никандрович Волков ӑсчах. Этнопедагогӑн пӗтӗм вӗрентӗвӗ, кашни сӑмахӗ юрату хӑвачӗпе витерӗннӗ. Унӑн "Юрату педагогики" кӗнекинче - шкул программинче пулмалли шухӑшсем.
Академик ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ каҫра кӑтартнӑ фильма та "Юратакан ҫын" тесе ят панӑ. Геннадий Викторов ентешӗмӗрӗн идейине тӗпе хурса, калмӑксем ӳкернӗ ӑна. Сӑмах май, Геннадий Волков - Калмӑк Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ деятелӗ тата Хисеплӗ ҫынни. Унсӑр пуҫне ӑна якутсем Саха Республикин халӑх вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ят парса чысланӑ. Вӑл 32 халӑхӑн 100 ытла ывӑл-хӗрне аслӑ ӑслӑлӑх ҫулӗ ҫине кӑларнӑ, тӗнчери 50 ытла университетра лектор е эсперт, оппонент е экзамен комиссийӗн ертӳҫи пулнӑ, унта чӑваш халӑхӗ ҫинчен те кала-кала кӑтартнӑ.
Асӑну каҫне тӗп хулари "Тӑвансемӗр" хорпа "Ентеш" ансамбль те хутшӑнчӗҫ. Вӗсем халӑхӑн тӗрлӗ йӑли-йӗркине кӑтартрӗҫ, куракансене чӑваш сӑрипе сӑйларӗҫ. Геннадий Волков Кашкӑр Хуначи ятпа чӑваш литературине те кӗрсе юлчӗ. Унӑн притча евӗр хайлавӗсене ачасем те, ҫитӗннисем те хапӑлласа вулаҫҫӗ.
"Вак-тӗвеклӗх нацие ҫӑлаймасть. Кирек хӑш халӑха та унран тухнӑ пысӑк ҫынсем урлӑ хаклаҫҫӗ - ҫӳллӗше тытса пымалла, упрамалла пирӗн", - тетчӗ вӑл пире пилленӗ чухне. Ҫакӑн пек асӑну каҫӗсем ирттерни те эпир унӑн пехилне асра тытнине ҫирӗплетет.
Марина Карягина