2 уйӑх каялла йӗркеленнӗ ушкӑн паянхи кун тӗлне 37 тетел ҫыхса хатӗрленӗ. Ҫак ӗҫе кулленех 26 ҫын хутшӑнать. Материал туянма хӑйсен укҫи-тенкине хываҫҫӗ, предпринимательсем те пулӑшаҫҫӗ. Кӗмӗл волонтерсем "Моргаушцы за Победу" ушкӑнпа тачӑ ҫыхӑнура. Муркашри хастарсен хӳтлӗх каррисем ӳкерчӗклӗ, ӑна епле йӗркелесе пымаллине те аслӑ ӑрурисене ҫамрӑксем вӗрентнӗ. "Салтаксене пирӗн пулӑшу хӑҫанччен кирлӗ пулӗ - ҫавӑн чухлӗ ӗҫлӗпӗр те. Чӗрӗ-сывӑ таврӑнччӑр кӑна", - теҫҫӗ тивӗҫлӗ канури ырӑ чунлӑ хӗрарӑмсем.
Алиса Александрова, Иван Макеев