Уява хутшӑнакансене ачасем чӑваш юрри-ташшипе кӗтсе илчӗҫ. Форумӑн тӗп тӗллевӗ - ҫитӗнекен ӑрӑва чӑваш халӑхӗн пуян та хӑйне евӗрлӗ культурипе, йӑли-йӗркипе, чӗлхипе ҫывӑхрах паллаштарасси тата кӑсӑклантарса ярасси. Шкулти ӗҫ-пуҫа республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 150 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Вӑл шутра педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗ, аслашшӗ-асламӑшӗ, вӗренекенсем тата блогерсем.
Форумри тӗп темӑсенчен пӗри - Тӑван ҫӗршывшӑн юрӑхлӑ ҫын ҫитӗнтерессинче ҫемье мӗнле витӗм кӳни пулчӗ. Чӑвашла калаҫассине тата халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварассине ҫеҫ мар, ҫак пуянлӑхпа паянхи кун мӗнле усӑ курассине те сӳтсе яврӗҫ.
Форумра тӗрлӗ секци ӗҫлерӗ. Вӗсенче наци апат-ҫимӗҫне пӗҫерес ӑсталӑха ӑша хывма, чӗлхе историйӗ пирки тарӑнрах пӗлме, чӑвашла клип ӳкерсе пӑхма, наци ҫи-пуҫӗпе ҫывӑхрах паллашма тата ҫак илемлӗхе тӑхӑнса курма май пулчӗ.
Шкулта пуян курав та йӗркеленӗ. Хӑнасене чӑваш тӗрри-эрешӗ, ҫи-пуҫӗ тата капӑрлӑхӗсем, ӗлӗкхи япаласем илӗртрӗҫ. Кӑмӑл тӑвакансем хӑваран тӗрлӗ япала ӑсталама вӗренчӗҫ. Спикерсен йышӗнче - Раҫҫейри "Знание" пӗрлешӗвӗн лекторӗ, кино тата театр артисчӗ Никита Павленко пулчӗ. Вӑл ҫемье, йӑла-йӗрке тата вӗренӳ кашни ҫын пурнӑҫӗнче мӗнле вырӑн йышӑнни пирки тухса калаҫрӗ.
Ҫамрӑксемшӗн вӗренмелли, ӑша хывмалли, чӑнах та, нумай пулчӗ. Чылайӑшӗ ҫӑм арланине, алсиш-нуски ҫыхнине ҫакӑн пек фестивльсенче кӑна сӑнама пултараҫҫӗ.
Оксана Верликова, Алексей Енейкин








