Муркаш тӑрӑхӗнче тӗрлӗ ӑрури хастарсем форума пухӑнчӗҫ

Республикӑра вӗренӳ министерстви тата "Ачалӑх навигаторӗ" проекта аталантаракансем тӑрӑшнипе пӗрремӗш хут "Ӑруран ӑрӑва" ятпа форум иртрӗ. Ӑна ҫӗршыври халӑхсен пӗрлӗхӗн тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн Ҫулталӑкӗсене халалларӗҫ. Уява Муркаш тӑрӑхӗнчи Кашмаш шкулӗнче йӗркелерӗҫ.

Уява хутшӑнакансене ачасем чӑваш юрри-ташшипе кӗтсе илчӗҫ. Форумӑн тӗп тӗллевӗ - ҫитӗнекен ӑрӑва чӑваш халӑхӗн пуян та хӑйне евӗрлӗ культурипе, йӑли-йӗркипе, чӗлхипе ҫывӑхрах паллаштарасси тата кӑсӑклантарса ярасси. Шкулти ӗҫ-пуҫа республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 150 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Вӑл шутра педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗ, аслашшӗ-асламӑшӗ, вӗренекенсем тата блогерсем. 

Форумри тӗп темӑсенчен пӗри - Тӑван ҫӗршывшӑн юрӑхлӑ ҫын ҫитӗнтерессинче ҫемье мӗнле витӗм кӳни пулчӗ. Чӑвашла калаҫассине тата халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварассине ҫеҫ мар, ҫак пуянлӑхпа паянхи кун мӗнле усӑ курассине те сӳтсе яврӗҫ. 

Форумра тӗрлӗ секци ӗҫлерӗ. Вӗсенче наци апат-ҫимӗҫне пӗҫерес ӑсталӑха ӑша хывма, чӗлхе историйӗ пирки тарӑнрах пӗлме, чӑвашла клип ӳкерсе пӑхма, наци ҫи-пуҫӗпе ҫывӑхрах паллашма тата ҫак илемлӗхе тӑхӑнса курма май пулчӗ. 

Шкулта пуян курав та йӗркеленӗ. Хӑнасене чӑваш тӗрри-эрешӗ, ҫи-пуҫӗ тата капӑрлӑхӗсем, ӗлӗкхи япаласем илӗртрӗҫ. Кӑмӑл тӑвакансем хӑваран тӗрлӗ япала ӑсталама вӗренчӗҫ. Спикерсен йышӗнче - Раҫҫейри "Знание" пӗрлешӗвӗн лекторӗ, кино тата театр артисчӗ Никита Павленко пулчӗ. Вӑл ҫемье, йӑла-йӗрке тата вӗренӳ кашни ҫын пурнӑҫӗнче мӗнле вырӑн йышӑнни пирки тухса калаҫрӗ. 

Ҫамрӑксемшӗн вӗренмелли, ӑша хывмалли, чӑнах та, нумай пулчӗ. Чылайӑшӗ ҫӑм арланине, алсиш-нуски ҫыхнине ҫакӑн пек фестивльсенче кӑна сӑнама пултараҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Алексей Енейкин