Лантӑш ялӗнчи уҫланкӑра ӗҫпе юрӑ уявӗ кунӗпех кӗрлерӗ. Бокс енӗпе ӑсталӑхне туптакансем вара уйрӑм лапамра пухӑнчӗҫ. Хальхинче кавир ҫинче "Сывлӑх" спорт шкулӗнчи бокс уйрӑмне ҫӳрекенсемпе Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ ушкӑнӗ тӗл пулчӗ. Муркашсем хӑнасене уявра тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ пулин те тупӑшусенче парӑнма шутламарӗҫ. Ҫапла майпа Муркаш боксерӗсене ҫитекенни республикӑра ҫуккине тепӗр хутчен ҫирӗплетрӗҫ. Чи малтан кавир ҫине ҫамрӑк боксерсем - 10 ҫултисем - тухрӗҫ. Иван Чаплин (вӑл хӗрлӗ майкӑпа) округӑн пӗрлештернӗ ушкӑнне пӗрремӗш ҫӗнтерӳпе савӑнтарчӗ. Аслӑ юлташӗсем те пухӑннисем хавхалантарнипе ҫитӗнӳ патне талпӑнчӗҫ. Тӗрлӗ ӳсӗмрисене пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫӗнсе пырса муркашсем турнира 13:1 шутпа вӗҫлерӗҫ.
Алиса Александрова, Вячеслав Ильин