Муниципалитет ертӳҫисен подрядчиксенчен ҫирӗпрех ыйтмаллине асӑрхаттарчӗҫ

Ҫулсене вӑхӑтра тасатманни, вӗсем пӑрланса ларни, тӑварпа хӑйӑр хутӑшне сапманни пирки республикӑра пурӑнакансем социаллӑ сетьсенче хӗл каҫипе пӗлтерсех тӑчӗҫ. Ҫакна Транспорт министерствинче пытармаҫҫӗ, ҫулсене епле пӑхса тӑнипе халӑх кӑмӑлсӑр пулни куҫкӗрет. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче сӑмах пычӗ. Яваплӑ ведомство муниципалитетсен, подряд организацийӗсен ертӳҫисене канашлӑва пуҫтарчӗ. 

Ҫак видео социаллӑ тытӑмра кӑрлач уйӑхӗнче анлӑ сарӑлчӗ. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Пӑртас ялӗнче пурӑнакансем асфальт ҫул ҫине конькипе ярӑнма тухнӑ. Вӑрмар тӑрӑхӗнчи ҫынсем те ҫак майпа усӑ курас тенӗ. Автомобиль ҫулӗ - каток вырӑнӗнчех. Ҫакнашкал ӳкерчӗк интернет уҫлӑхӗнче сахал мар. Хӗллехи ҫулсене тивӗҫлӗ шайра пӑхса тӑманни пирки республика ҫыннисем пуҫлӑхсене ҫапла майпа час-часах аса илтереҫҫӗ. 

Сӑмах май, муниципалитет ертӳҫисене канашлӑва ахальтен чӗнмен. Шӑпах вӗсем подряд организацийӗсен ӗҫне асӑрхаса тӑма тивӗҫ. Транспорт министрӗ Владимир Осипов палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи хӗл ҫул-йӗре пӑхса тӑракансене самаях тӗрӗслерӗ. Ҫанталӑк пӗрре сивӗтни, унтан тӑрук ӑшӑтса яни, пӑрлӑ ҫумӑр ҫуни йывӑрлӑх кӳчӗ. Чылай ҫӗрте вара унпа кӗрешме хатӗр пулман. Ҫакна «Чувашупрдор» специалисчӗсем ирттернӗ тӗрӗслев те кӑтартнӑ. Тимлӗхе уйрӑмах Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ округӗсем лекнӗ. Канашлура ҫак муниципалитет ертӳҫисен хурав тытма тиврӗ. Тӗпрен илсен, пур ҫӗрте те пӗрешкел ҫитменлӗхсем: ҫулсене вӑхӑтра тасатманни, вӗсем пӑрпа витӗнни. Ҫавӑн пекех реагент кирлӗ чухлӗ сапманни. Ҫитменнине вӑл та ыйтнине тивӗҫтермест. Уссине курас тесен ҫак хутӑшра тӑвар виҫи 10-20 процент чухлӗ пулмалла. Шӑмӑршӑ, Елчӗк тӑрӑхӗсенче, сӑмахран, ку кӑтарту виҫӗ процента та ҫитеймен. Ҫулсене япӑх тасатса тӑни инкек патне илсе ҫитерет.

Муниципалитетсенчи ҫулсемшӗн яваплӑ специалистсене пулӑшас тӗлӗшпе Транспорт министерстви кӑҫал ятарлӑ семинар та ирттернӗ. Унта шӑпах ҫулсене хӗллехи вӑхӑтра пӑхса тӑмалли, пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн йӗркене кӗртмелли меслетсем пирки каласа кӑтартнӑ. Унта пухнӑ пӗлӗве Вӑрмар, Тӑвай, Етӗрне, Вӑрнар округӗсенче ӑнӑҫлӑ усӑ курма пуҫланине палӑртрӗҫ канашлура. 

Владимир Осипов министр муниципалитет ертӳҫисен подрядчиксенчен ҫирӗпрех ыйтмаллине асӑрхаттарчӗ. Умра - тепӗр яваплӑ тапхӑр. Юр ирӗлнӗ май асфальт ҫул та шӑтӑк-путӑклансах пырать. Ӑна вӑраха ямасӑр сапламалла. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен муниципалитетсен ҫулсене юсамалли графике ҫирӗплетсе хӑйсен сайчӗсене вырнаҫтармалла. 

Екатерина Фомин, Виктор Степанов