«Михалыч патӗнче» хӑнара 

Алтай тӑрӑхӗнче туристсене пушкӑрт чӑвашӗ Валентин Семёнов кӗтсе илме хавас. Вӑл Улаган районӗнче хӑйнеевӗрлӗ кану вырăнĕ йӗркеленӗ. 

Алтай тӑрӑхӗнче "У Михалыча" ятлӑ кану базине кĕрсе тухмасăр иртсе кайма йывӑр. Ҫул хӗрринче йывӑҫ ҫинче "ӳсекен" машинсем ҫулҫӳревҫӗсене илĕртеҫҫӗ. Ҫак тӗлӗнтермӗше пушкӑрт чӑвашӗ Валентин Семёнов ӑсталанӑ. Хуҫа хӑнасане тарават - чӑваш юррипе кĕтсе илет. Кану базине Валентин Михайлович вунӑ ҫул каялла тума тытӑннӑ. Ҫынсене тӗлӗнтерес тесе мар, хӑйне килӗшнӗ пек йӗркелеме пикеннӗ ăна. 

Кунта Улаган районӗнчи пӗрремӗш "Волга" та пур. Ку автомобильпе, сăмахран, хӑй вӑхӑтӗнче вырӑнти колхоз председателӗ ҫӳренӗ. Хӑйнеевӗрлӗ инсталляци чылай туриста илӗртет. Хастар арçын кунпа кӑна ҫырлахман. Чăн-чăн музей йӗркеленӗ. Валентин Михайлович юрла-юрла экскурси ирттерет. 

 

Вероника Павлова