Машин-трактор юсавлӑ, ҫӗннисем те пур

Хӗле хатӗр. Шупашкар администрацийӗнчи специалистсем тата хула пухӑвӗн депутачӗсем ҫулсене пӑхса тӑракан "Дорэкс" пӗрлешӳри техникӑна хак пачӗҫ. 

Кӑҫал ҫул-йӗре пӑхса тӑракан хуҫалӑх 200 ытла миллион тенкӗлӗх ҫӗнӗ техника туяннӑ. Ҫакӑ ӗҫе самай ҫӑмӑллӑх кӳмелле.Тӗрлӗ машин-трактор киввисенчен хӑватлӑрах тата ҫаврӑнӑҫуллӑрах. Сӑмахран, ҫак пӗчӗк машинсемпе ансӑр ҫулсемпе тротуарсем ҫинче юр тасатма меллӗ. Ротор К-703 пысӑк трактор вара сехетре 1200 тонна ытла юр тирпейлеме пултарать. 

Пӗтӗмпе хуҫалӑхра хӗллехи тапхӑрта хулари урамсемпе тротуарсене юртан тасатма пулӑшакан 95 тӗрлӗ техника. Машинсем юсавлӑ, ӗҫе хатӗр. Техникӑна "Глонасс" тытӑмпа ҫыхӑнтарнӑ. Ҫакӑ хулари ҫулсем ҫинчи лару-тӑрӑва ҫийӗнчех сӑнаса тӑма май парать. Ҫавӑн пекех ҫулсене сапма 42 пин тонна хӑйӑрпа-тӑвар хутӑшӗ тата 145 тонна бионорд хатӗрленӗ. Пӗрлешӳре ӗҫлекенсем те автопарк пуянланса пынипе хӗпӗртеҫҫӗ. 

Нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫлекенсене хула администрацийӗн хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ. Наградӑна тивӗҫнисен йышӗнче - Евгений Михайлов машинист. Вӑл ку хуҫалӑхра 10 ытла ҫул ӗҫлет. 

Пӗтӗмпе "Дорэкс" пӗрлешӳ хулари 4 пин те 300 тӑваткал метр ытла  лаптӑка  пӑхса тӑрать. Кунта тӑрӑшакансем чӳк уйӑхӗн виҫҫӗмӗшӗнчен икӗ сменӑпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Пӗрремӗш юр ҫусанах вӗсем  ҫулсене тасатма тухма хатӗр.

Елена Дмитриева, Игорь Ульянов