Малашне хӑйсен ҫурт картишӗнчех вылӗҫ 

Никама илӗртмен вырӑна хальхи йышши вӑйӑ лапамне ҫавӑрнӑ. "Ниме - халӑх бюджечӗ" программӑпа килӗшӳллӗн Шупашкарти Ленин районӗнче ача-пӑча вылямалли площадка уҫӑлчӗ. 

Ҫу кунӗсем пуҫланнӑ тапхӑрта ҫӗнӗ лапам вырӑнӗнче нимех те пулман. Халӗ вара Байдул урамӗнчи 11-мӗш тата Рождественский урамӗнчи 8-мӗш ҫуртра пурӑнакансем ачисемпе кунта вӑхӑта хаваспах ирттереҫҫӗ.  

Вылянӑ чухне никам та ӳксе ан амантӑр тесе резин сий сарнӑ.Тротуарсемпе машин лартмалли вырӑнсене те ҫӗнетнӗ.

Уява йӗркелекенсем районта пурӑнакан ача-пӑчана савӑнӑҫ парнелерӗҫ. Пӗрле юрларӗҫ те ташларӗҫ. Хула администрацийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫаллӑха пӑхса хунӑ 142 проектран 90-шне пурнӑҫланӑ. Ку вӑл влаҫ тытӑмӗпе хула ҫыннисен пӗрлехи тӑрӑшуллӑ ӗҫӗн кӑтартӑвӗ. 

Алиса Александрова, Ярослав Яковлев, Олег Шашурин, Виктор Степанов.