Культура министерствин коллеги ларӑвӗнче ҫӗнӗ наци проектне сӳтсе яврӗҫ

Культура учрежденийӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетнӗ, ҫӗнӗ клубсем уҫнӑ, тӗрлӗ шайри фестивальсем ирттернӗ. Культура министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗнче иртнӗ ҫула пӗтӗмлетрӗҫ тата тӗллевсене палӑртрӗҫ. 

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрне республикӑри Культура ҫурчӗсенче, библиотекӑсенче, музейсемпе архивсенче ӗҫлекенсем, театрсен ертӳҫисем пухӑнчӗҫ. Светлана Каликова министр "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӗтӗмлетрӗ. Пӗлтӗр Чӑваш Енре 15 ҫӗнӗ клуб тунӑ, Ҫӗрпӳре Культура аталанӑвӗн центрне хута янӑ. Ҫавӑн пекех 10 тӗслӗхлӗ библиотека алӑкне уҫнӑ. 73 культура учрежденине тӗпрен юсанӑ, кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ. Кӑҫалтан "Ҫемье" ҫӗнӗ наци проекчӗ вӑя кӗчӗ. Тӗллевсем пысӑк. 

Ялсенче ҫӗнӗ клубсем тӑвассипе тӗллевлӗ ӗҫлӗҫ. 2025-мӗш ҫулта 15 культура ҫурчӗн никӗсне хывма палӑртнӑ. 14 муниципалитета автоклубпа тивӗҫтернӗ. Кӑҫал куҫса ҫӳрекен культура центрӗ тепӗр 7 тӑрӑха ҫитмелле. Шӑмӑршӑ округӗ те ятарлӑ автобуспа пуянланӗ.

Культура пулӑмӗсемпе иртнӗ ҫул пуян пулнӑ. Йӑлана кӗнӗ балет, опера, пукане театрӗсен фестивалӗсене ирттернӗ, "Чӑваш Енӗн вокал карттине" пахаланӑ, куракан умне ҫӗнӗ концертсемпе спектакльсем кӑларнӑ. Кӑҫал та культура учрежденийӗсен репертуарӗ паха ӗҫсемпе пуянланасси иккӗлентермест. 

Диана Иванова, Виктор Степанов