Ҫӗршыври чылай паллӑ хуларан та аслӑ Упи ялӗ 726 ҫул тултарчӗ. Ҫапла туслӑ йышпа карталанса савӑнмалли сӑлтав кунта ҫулран-ҫул ӳссе кӑна пырать.
Уписем чӑннипех те тӑван ялӗпе чунтан мӑнаҫланма пӗлеҫҫӗ. Ялта авалхи Упи паттӑр вӑхӑтӗнчи крепӑҫ стени ҫӗкленет. Урамсенче ҫулсене юсаҫҫӗ, кану вырӑнӗсенче мухтавлӑ ентешӗсене асӑнса палӑксем уҫаҫҫӗ. Халӑхпа пӗрле пухӑнсах ял-йыш ытти обществӑлла вырӑнсене хӑтлӑлатать. Ҫак пархатарлӑ ӗҫре палӑрнисене уявра тав тата хисеп хучӗсемпе чысласси йӑлара. Савӑнӑҫлӑ самантра ҫар операцийӗнчи салтаксен ашшӗсене те ятарлӑ медаль парса хисеп турӗҫ.
Халӑхсен пӗрлӗхӗпе туслӑхӗн ҫулталӑкне халалласа уписем уява тӗрлӗ наци ҫипуҫӗпе тухнӑ. Ҫак пуянлӑх юрӑ-ташӑ ӑсталӑхӗпе апат-ҫимӗҫ уйрӑмлӑхӗнче те палӑрчӗ. Халӑхсен йӑли-йӗрки хӑнасемшӗн ҫав тери кӑсӑклӑ.
Ял уявне кунта ҫамрӑксен кунне те халаллаҫҫӗ. Малашлӑх кам аллинче пулнине аслисем лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ачасем сывӑ ӳсчӗр тесе шӑпӑрлансене спорта явӑҫтараҫҫӗ. Стадион лапамӗнче ирӗклӗ майпа кӗрешекен каччӑсемпе хӗрсем, футболла тата волейболла вылякан ушкӑнсем, кире пуканӗ йӑтакансем вӑй виҫрӗҫ. Самана уттинчен малта пыракан ҫамрӑксем вара мотоциклсемпе кӗр кӗрлерӗҫ.
Тӑрӑшакана Турӑ пулӑшатех. Уписем ҫулсерен тӗрлӗ конкурс-программӑра хутшӑнса ял сӑн-сӑпатне палӑрмаллах улшӑну кӗртсе пыраҫҫӗ.
Ял уявне тӗрлӗ енчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем те илемлетрӗҫ. Тӑванлӑх юррисемпе пухӑннисен кӑмӑлне ҫӗклерӗҫ. Уяв лапамӗ мӗн каҫ пуличченех спорт ӑмӑртӑвӗсемпе, эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗпе кӗрлерӗ.
Алексей Енейкин








