Красноармейски округӗнчи Тури Типҫырма ялӗ халӑх пуҫарӑвӗн программине ҫулленех хастар хутшӑнать

“Ниме - халӑх бюджечӗ" ял ҫыннисене пӗрлештерекен паха программа пулни куҫкӗрет. Мӑн Шетмӗ территори уйрӑмне кӗрекен Тури Типҫырма ялӗнче пурӑнакансем унӑн уссине туйса илнӗ те ӗнтӗ. Кӑҫал, сӑмахран, ялта футболла вылямалли лаптӑк тӑвасшӑн. 

6 ҫул каялла 19 килте пурӑнакан 21 ҫын пӗрремӗш хут ниме проектне хутшӑннӑ. Малтанласа ялти пӗвене тасатнӑ. Унтан темиҫе тапхӑрпа урамсенчи ҫулсене йӗркене кӗртнӗ, ачасене вылямалли уйрӑм лаптӑк йӗркеленӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса палӑк лартнӑ. Ҫавӑн пекех кашни киле шыв кӗртнӗ. Пӗрле пухӑнмалли ҫурт та тунӑ. 

Ял кунне паллӑ тӑвасси те йӑлана кӗнӗ кунта. Алӑ усса ларма хӑнӑхман ял-йыш хальхинче те иртнӗ ҫулхи ӗҫсене пӗтӗмлетсе ҫӗнӗ тӗллевсене палӑртрӗ. Вӗсенчен пӗри - футболла вылямалли лаптӑк хута ярасси. Ӑна ял варринчи уҫланкӑра тума йышӑннӑ. Ҫак ӗҫе пуҫӑнма муниципалитет шайӗнче ҫулсерен ирттерекен "Чи лайӑх ял" конкурсӗнче ҫӗнтерни пулӑшнӑ. 

Мӑн Шетмӗ тӑрӑхӗнче кӑҫал "Ниме - халӑх бюджечӗ" программӑпа пурӗ 16 миллион тенкӗлӗх пилӗк проект пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Вӗсенчен ытларах пайӗ хытӑ сийлӗ ҫул сарассипе ҫыхӑннӑ. 

Леонид Петров.