Комсомольски тӑрӑхӗн тӗп библиотекинче Вена Бахматован "Тӗнче асамлӑ та илемлӗччӗ" кӗнекине пахаларӗҫ

Амӑшӗн сӑввисемпе калавӗсен тата хаҫатра пичетленнӗ тӗрленчӗкӗсен пуххине Владимир ывӑлӗ чи ҫывӑх ҫынни пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа 20 ҫул иртсен тирпейлесе кӑларнӑ. 

Рева Игнатьевна йӑмӑкӗн сӑввисене юратса та хумханса вулать. Вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентсе ӗмӗрне ирттернӗ педагогӑн репертуарӗнче - тӗрлӗ авторӑн 150 ытла сӑвӑ-поэми, вӗсене 92-ри хӗрарӑм пӗр такӑнми пӑхмасӑр калать. "Йӑмӑкӑн кӗнекине ҫине-ҫине вуласа тухатӑп: унта - тӑван тӑрӑха, ҫӗршыва чунтан юратни, савӑнӑҫ, ачашлӑх, ырӑ кӑмӑл", - тет вӑл. Вена Игнатьевнӑн ывӑлӗ те ҫавнах ҫирӗплетет: "Чи йывӑр самантра анне юнашараххине туятӑп, манӑн кашни хусканура - унӑн вӑй-хӑвачӗ", - тет Владимир Алексеевич. Вӑл ку кӗнекене амӑшӗ сывӑ чухнех кӑларма ӗмӗтленнӗ.

1935-мӗш ҫулта 6 ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ Вена Руссакова (упӑшкин хушамачӗпе Бахматова) ҫамрӑкран хастар пулнӑ. Комсомольски шкулӗнчен вӗренсе тухсан Кивӗ Сӗнтӗрти библиотекӑна шанса панӑ ӑна. Колхозри комсомол организацийӗн секретарӗ, Александровка шкулӗнчи аслӑ пионервожатӑй, совхозри инструктор-методист - ҫапла астӑваҫҫӗ ӑна кӗнеке хӑтлавне пуҫтарӑннисем. Пуҫаруллӑ та пултаруллӑ йӗркелӳҫӗ тӑтӑшах район хаҫатне ҫырса тӑнӑ. 

38-та мӑшӑрсӑр юлнӑ икӗ ача амӑшӗ вырӑнти депутат пулма та, хальччен те манӑҫман спорт ӑмӑртӑвӗсем йӗркелеме те, 55 ҫынран тӑракан хор пуҫтарма та вӑй ҫитернӗ. Ун чухне ялти интеллигенци ӑс-хакӑлне пӗрлештерсе, пӗр тӗллевлӗн халӑха пӗлӳ енне туртнӑ, аталану ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. 

"Анне кӗнеки" тет Владимир Алексеевич юратса. Ҫак сӑмахсенчен кӑна мар, кӗнекерен те ӑшӑ килет. Ку - амӑшӗн ячӗпе лартнӑ палӑках. Хуплашкине, ӑшӗнчи кашни пайне тӗплӗ шутласа тунӑ. "Хурапа вут тӗсне пӗрлештерни - ертӳҫӗ палли, форзацри кӗмӗл хурӑн ҫулҫи - Раҫҫей символӗ", тет Владимир Бахматов. Тӗнче поэзине пӑхмасӑр пӗлекен аппӑшӗ вара чун-чӗрене ҫӳҫентерсе, пире пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ, астӑвӑм хакӗ ҫинчен шухӑша ярса кӗнекери сӑвва вулать. 

Марина Карягина