Йӗпреҫре ҫуралса ӳснӗ арҫын ятарлӑ ҫар операцине мобилизаци пуҫлансан, 22-мӗш ҫулхи кӗркунне тухса кайнӑ. Ӑнланмалли сӑлтава пула ятне калаймастпӑр. Фронтри хушма ячӗ вара "Робин". Нумай пулмасть вӑл, отпуска таврӑннӑ. Кӗҫех каялла тухса кайма та вӑхӑт ҫитет. Унта вӑл Запорожье тӑрӑхӗнчи 1251 номерлӗ чӑваш полкӗнчи разведчиксен ротинче хӗсметре тӑрать. Патшалӑх енчен мӗн кирли вӑхӑтлӑ ҫитсе тӑнине калать. Тылран тӑтӑшах килекен пулӑшу та окопри пурнӑҫа самай ҫӑмӑллатнине палӑртать. Уйрӑмах салтак ырми канми фронта пулӑшакан Чӑваш Ен халӑхне тав тӑвать.
Ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесен вара тылри халӑхӑн та ытларах тӑрӑшас пулать. Дронсен вӑрҫи пынӑ вӑхӑтра салтаксене коптерсем ҫитмеҫҫӗ. Вӗҫекен хатӗрсен пайӗсене пичетлекен ятарлӑ принтерсем те ытлашши пулмаҫҫӗ. Ҫапла пӗрле пулсан ҫеҫ ҫӗршывра йышӑннӑ Ҫӗнтерӳ ҫулталӑкӗ сӑваплӑ ырӑ пулӑмпа паллӑ пулӗ. Салтаксем вара хӑйсенчен мӗн килнине пӗтӗмпех тӑваҫҫӗ. Ҫапӑҫусенче вӗсене тӑван чӗлхе те пысӑк пулӑшу парать.
Кӑҫал 30 ҫул тултаракан арҫын килне сывӑ таврӑнса ҫемье ҫавӑрасшӑн. Вӑрҫӑри суранӗсем пирки манса пуринпе те тан лӑпкӑ ҫӗршывра пурӑнма ӗмӗтленет вӑл. Эпир ӑна ӑнӑҫу тата ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.
Алексей Енейкин, Вадим Владимиров