Етӗрне тӑрӑхӗнче Йӳҫпан ялӗнче пурӑнакан Валентина Гурьеван ывӑлӗ Сергей пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗнче хӑй ирӗкӗпе ятарлӑ ҫар операцине кайнӑ. Нумай вӑхӑт та иртмен - ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫапла салтак хыпарсӑр ҫухалнӑ тесе йышӑннӑ. Валентина Гурьева ывӑлӗ пирки мӗн те пулин уҫӑмлатас тӗллевпе депутат патне йышӑнӑва килнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫар комиссарӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Игорь Гасаненко палӑртнӑ тӑрӑх, Сергей Гурьев пирки ҫар чаҫне ыйтса янӑ, тыткӑнрисемпе улшӑнас тӗлӗшпе те ҫыру ҫырнӑ. Паянхи кун "Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фонд ку ыйтупа ҫине тӑрса ӗҫлет. Темле йывӑр пулсан та кӗтме тивет. Хамӑр енчен вара мӗн пултарнине пӗтӗмпех тӑвӑпӑр, терӗ Алла Салаева. Шупашкарти нумай ачаллӑ Яговсем вара йышӑнӑва ҫӗр ыйтӑвӗпе ҫитнӗ. Ку ыйтӑва хула администрацийӗпе пӗрле татса парассине каларӗ Алла Салаева. Ҫавӑн пекех вӑл нумай ачаллӑ ҫемьесене республикӑра пур енлӗн пулӑшнине палӑртрӗ. Депутатпа тӗл пулма пурӗ 11 ҫын килнӗ. Кашнин тӗлӗшпе тивӗҫлӗ йышӑну тума шантарчӗҫ.
Диана Сафонова, Игорь Ульянов