Кашнин чӑрмавне мӗн татса паричченех тачӑ ҫыхӑнура пулма шантарчӗ

Ялти шкула юсаса ҫӗнетесси, ҫул сарасси, ача-пӑча лапамӗсенче ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтарасси, ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ салтак ашшӗ-амӑшӗн ыйтӑвӗсем. Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева черетлӗ йышӑну кунӗ йӗркелесе республикӑра пурӑнакансемпе тӗл пулчӗ. 

Хальхинче Алла Салаева патне тӗрлӗ ыйтупа 9 ҫын килнӗ. Шупашкар тӑрӑхӗнчи Тутаркасси шкулӗн ертӳҫи округри чи пысӑк вӗренӳ учрежденийӗсенчен пӗрне тӗпрен юсасси пирки сӑмах хускатрӗ. Ӑна ҫитес ҫул планне кӗртме ыйтать. Патшалӑх Думин депутачӗ заявкӑри документсене тепӗр хут тишкерсе шкула мӗншӗн 2026-мӗш ҫула шута илменнин сӑлтавне тупма сӗнчӗ. 

Ҫак тӑрӑхрах пурӑнакан Вера Федотова Янашкасси ялӗнче 200 метр тӑршшӗ ҫула йӗркене кӗртессишӗн пӑшӑрханать. Халӑх пуҫарӑвӗ ҫинче никӗсленнӗ программӑпа усӑ курма май килмест, урамӗпе те 5-6 кил кӑна. Ҫул вара япӑхсах пырать. Вера Михайловнана 2026-мӗшӗнче ҫул ыйтӑвне татса пама шантарчӗҫ. 

Тӗп хулари "Кувшинка" микрорайонта куҫман пурлӑх туянма пая кӗрсе улталаннисем паян та хваттер уҫҫисене илеймеҫҫӗ. 2 ҫуртра халӗ те ӗҫ вӗҫленмен. Яна Молодцева ҫемйи 2018-мӗш ҫулта пурӑнмалли кӗтес туяннӑ, анчах паянхи кунччен те хваттер тара илсе пурӑнма тивет. Ун пекки 2 объектпа тепӗр 600 яхӑн ҫын. Строительство министрӗн ҫумӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра урӑх инвесторпа килӗшӳ тӑвасшӑн. Йышӑнӑва пынӑ Яна Молодцевана пая кӗнӗ 19-мӗш позицие 2026-мӗш ҫулти пуш уйӑхӗнче хута ярас тӗллевлине пӗлтерчӗҫ. 

Муркаш тӑрӑхӗни Шаптакра ҫурт лартнӑ Юрий Герасимов килне ҫутӑ ҫитменнипе кӑмӑлсӑр. Ку ыйтӑва Муркаш муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Алексей Матросов уҫӑмлатрӗ. Юрий Алексеевичӑн кирлӗ ҫӗре заявлени ҫырасси кӑна юлать. Алла Салаева кашнин чӑрмавне мӗн татса паричченех тачӑ ҫыхӑнура пулма шантарчӗ.

Алиса Александрова, Виктор Степанов