Кашни уйӑх пуҫламӑшӗнче ҫӗршывра тӗрлӗ йышӑну вӑй илет

Паянтан, сӑмахран, шывшӑн, ҫутӑшӑн, ӑшӑпа газшӑн, ӑпӑр-тапӑра илсе тухнӑшӑн, каяш шывсене юхтарса кӑларнӑшӑн хаклӑрах тӳлеме тивӗ. Вӑтамран хаксем 11 тулли те 9 процент таран ӳсеҫҫӗ. 

Чӑваш Ен пирки калас пулсан, пирӗн республикӑра тарифсем 10 тулли те 7 вуннӑмӗш процент ытларах пулаҫҫӗ. Газ укҫи 74 пус ӳсет. Пӗр кубла метршӑн 8 тенкӗ те 16 пус пулать. Электроэнерги тарифне йӗркеленӗ чухне ҫакна шута илнӗ. Енчен те хулара пурӑнакансем электричество плитипе усӑ кураҫҫӗ пулсан, тӳлев 4 тенкӗ те 96 пуспа танлашать. Ҫук пулсан - 3 тенкӗ те 47 пус. Ҫакӑ ялсенче пурӑнакансене те пырса тивӗ. Ӑпӑр-тапӑр турттарса тухнишӗн тариф 5 процент ӳсет.

Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен банк операцийӗсем тӗлӗшпе те ҫӗнӗ йӗркесем пулӗҫ. Тӗпрен илсен карттӑ ҫине килекен укҫа тупӑш вырӑнне шутлансан. Вӑл шутра официаллӑ мар майпа тӳлекен шалу, хваттер е ҫурт тара илнӗшӗн куҫаракан тӳлев, самозанятый пулмасӑр таваршӑн е пӗр-пӗр ӗҫшӗн панӑ укҫа. Ҫавӑн пекех ытти ҫынран час-часах килекен пысӑк укҫа-тенкӗ. Кун пек чухне Налук службин картта ҫинчи укҫа ҫаврӑнӑшӗ пирки ӑнлантарма ыйтма ирӗк пур, кирлӗ пулсан тупӑшшӑн хушма налук тӳлеттерме. Ҫӗнӗ йӗрке документпа тупӑш тесе ҫирӗплетмен операцисене пырса тивет. Ҫав вӑхӑтрах парнелӗх е тӑвана пулӑшас тӗллевпе, парӑма тавӑрас шутпа куҫарнӑ укҫа пирки ыйтусем пулмӗҫ. 

Паянтан банксенче тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракансем ятарлӑ майпа укҫа хывма пултарӗҫ. Унӑн виҫи - 50 пин тенкӗ таран, процентне кашни банк хӑй палӑртать. Ку тытӑмра улшӑнусем татах та пур. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 20 процентран сахалрах пирвайхи тӳлевпе тата 50 процент ытла парӑмлӑ, ипотека кредичӗпе усӑ курас текенсен 2 процентне кӑна тивӗҫтерӗҫ. Автокредит тӗлӗшпе те йӗрке ҫирӗпленӗ. Ҫакӑ пысӑк парӑмлӑ ҫынсене чӑрмав кӳрӗ. 

Малашне хӑш-пӗр тавар ушкӑнӗсене "Честный знак" цифра маркировки тумалла пулӗ. Унта хӑш-пӗр гигиена хатӗрӗсем кӗреҫҫӗ, соуссем, типӗ яшка пуххисем, специсем, уксус. Маркировкӑсӑр суту-илӳ тӑвакан предпринимательсене 50 пин тенкӗ, компанисене 200 пин тенкӗ таран штрафлаҫҫӗ. 

Ҫӑмӑл укҫа шыракансенчен те ытларах хӳтӗлеме пуҫлаҫҫӗ. Улталаса тепӗр ҫын карттипе усӑ куракансене 6 ҫул таран ирӗкрен хӑтараҫҫӗ. Мигрантсене тӗрӗслесе тӑрассине вӑйлатас тӗллевпе ҫыхӑну салонӗсенче ют патшалӑх ҫыннисене хӑйсем камне биометрипе ҫирӗплетмесӗр нимӗнле пулӑшу та кӳмӗҫ. Ятарлӑ реестрта мигрантсем дактилоскопи регистарцине тухнине палӑртакан информаци пухӑнса пырӗ. 

Алиса Александрова