Лагерьте канакан ачасем Республика Пуҫлӑхне "Акатуй" флешмобпа кӗтсе илчӗҫ, юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Хальхи вӑхӑтра "Космонавт" лагерьте иккӗмӗш смена пырать. Ӑна "Пӗрлӗхре вӑй" ятпа йӗркеленӗ. Пурӗ канӑва республикӑран тата ун тулашӗнчен 300 ытла ача килсе ҫитнӗ. Милена Павлова ку лагерьте виҫҫӗмӗш хут. Вӑл кунти пурнӑҫпа питӗ кӑмӑллӑ.
2020-мӗш ҫулта лагерьте тӗплӗ юсав ирттернӗ. Ҫавӑнпа ачасен канӑвне туллин йӗркелеме майсем ҫителӗклӗ. Спортпа туслӑ пулма волейбол, баскетбол тата футбол уйӗсем, ҫуллахи тренажер кӗтесӗ, биатлонпа хатӗрленмелли лаптӑк пур. Ачасем кашни куна усӑллӑ ирттереҫҫӗ. Республика Пуҫлӑхне вӗсем кунта мӗнле канни тата апатланни пирки хавхаланса каласа кӑтартрӗҫ. Вожатӑйсемпе воспитательсен ӗҫӗпе те кӑмӑллӑ пулнине пӗлтерчӗҫ.
"Космонавт" лагере 64 ҫул каялла хута янӑ. Вӑл ачасен канӑвне йӗркелемелли тӗп лаптӑксенчен пӗри шутланать. Кӑҫал ҫеҫ лагерь пин ҫурӑ ытла ҫамрӑка йышӑнӗ. Вӗсенчен 150 путевка ятарлӑ ҫар операцийӗн салтакӗсен ачисем валли уйӑрнӑ. Пурӗ пилӗк смена пулмалла.
Тӗл пулу вӑхӑтӗнче Республика Пуҫлӑхӗ ачасене Андриян Николаев летчик-космонавтӑн пурнӑҫӗнчи кӑсӑклӑ самантсемпе паллаштарчӗ, Республика Кунӗ ячӗпе йӗркеленӗ уяв мӗнле иртни пирки каласа кӑтартрӗ.
Оксана Верликова, Денис Афанасьев








