Канашри транспортпа энергетика техникумӗнче халӑхсем хушшинчи наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ

Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи эвакуаци темине халалларӗҫ. Ҫавӑн пекех Совет Союзӗн тата Раҫҫей Геройӗсене халалласа хисеп хӑмисем уҫрӗҫ. 

Пухӑннисем малтанах Раҫҫейри ҫарпа истори пӗрлешӗвӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ куравпа паллашрӗҫ. Ӑна вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ачасен паттӑрлӑхне халалланӑ. Наукӑпа практика конференцине 20 регионти тата чикӗ леш енчи 6 ҫӗршыври историксемпе ӑсчахсем килсе ҫитнӗ - пурӗ 130 ытла ҫын. Вӗсене пурне те пӗр тӗллев - эвакуаци темине тарӑнрах тишкерсе унпа ытларах ҫынна паллаштарасси пӗтӗҫтерчӗ. 

Пӗтӗм ҫӗршыври пекех Чӑваш Енре те Совет Союзӗн тата Раҫҫей Геройӗсен паттӑрлӑхне сума суса вӗсем ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхри шкулсенче Хисеп хӑмисем уҫаҫҫӗ. Ку проекта Раҫҫейри ҫарпа истори пӗрлешӗвӗ пулӑшнипе пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Хальхинче Канаш тӑрӑхӗнчи Янкӑлчри тата Канашри 11-мӗш шкулсенче савӑнӑҫлӑ пухусем иртрӗҫ. Янкӑлчри пӗлӳ ҫурчӗ Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов ячӗпе хисепленсе тӑрать. Пӗлтерӗшлӗ пулӑма Николай Федорович хӑй те хутшӑнчӗ. Сумлӑ хӑнана ентешӗсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. 

Канашри 11-мӗш шкул вара Совет Союзӗн Геройӗн Иван Кабалинӑн ятне тивӗҫлӗн тытса пырать. Унӑн ячӗпе уҫнӑ асӑну хӑми ҫитӗнекен ӑрӑва паттӑртан тӗслӗх илмеллине аса илтерсе тӑрӗ. 

Пухӑннисем мухтав хӑми умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ, ентешне асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Канашри тӗп парк ҫумӗнчи лапамра вара республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсем тӑрӑшнипе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалласа истори бульварӗ йӗркеленӗ. 

Хӑнасем ҫавӑн пекех Канашри 3-мӗш шкулта ятарлӑ ҫар операцине халалласа йӗркеленӗ музея уҫма хутшӑнчӗҫ. Унта фронтри япаласене, салтаксен сӑн ӳкерчӗкӗсене тата ыттине те курма пулать.

Оксана Верликова, Вадим Владимиров