Комсомольскисем ӗҫпе юрӑ тата спорт уявне вӑрман уҫланкинче йӗркелерӗҫ. Округ ҫыннисене саламлама Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев килсе ҫитрӗ. Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, вӑйӑ картине йыхравларӗҫ.
Уявра ал ӗҫӗсен куравӗ куҫа илӗртрӗ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем спорт ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫрӗҫ. Округри кашни территори уйрӑмӗ хӑйӗн картишне йӗркеленӗ. Кӑҫалхи ҫул ытларахӑшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 80 ҫул ҫитнине тата ятарлӑ ҫар операцинчи паттӑрсене халалланӑ. Кашниех хӑнасене чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе тата юрри-ташшипе тыткӑнларӗ.
Уявӑн тӗп сцени ҫинче Комсомольски тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин ҫураки ӗҫне пӗтӗмлетрӗ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пухӑннисене саламланӑ май, авалхи йӑла-йӗркене манманни, вӗсене тӗпе хурса пурӑннин тӳпи пысӑк пулнине палӑртрӗ. Ӗҫре палӑрнӑ, пысӑк ҫитӗнӳсем тунисене тав хучӗсем парса саламларӗҫ. Шурутри шкул директорӗ Николай Андреев вӗрентекен пулма мӗн ачаранах ӗмӗтленнӗ. Вӑл педагогикӑра 40 ҫул вӑй хурать. Ӑна «Чӑваш Республикин вӗренӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята пачӗҫ. "Тав" предприятийӗн техника ертӳҫи Владимир Ермилов «Чӑваш республикин ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫрӗ. Вӑл ку тытӑмра предприятие мӗн пуҫарса янӑранпах вӑй хурать.
Олег Николаев Комсомольски тӑрӑхӗн ҫамрӑк гражданинӗсене пурнӑҫри чи пӗлтерӗшлӗ документа - паспорт парса саламларӗ. Ҫавӑн пекех уявра ҫурхи ака-суха ӗҫне лайӑх кӑтартусемпе вӗҫленӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе вӗсенче тӑрӑшакансене чысларӗҫ.
Патӑрьелсем вара йӑлана кӗнӗ йӗркепе Акатуй-Сабантуй уявне икӗ кун паллӑ турӗҫ. "Хӗвеллӗ" уҫланкӑра хӑнасемпе округ ҫыннисем валли анлӑ программа хатӗрленӗ: юрӑ-ташӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсем, лаша чупӑвӗ, ӗҫре палӑрнисене чыслани, ял поселенисен картишӗсем тата ытти те. Кӑҫалхи 73-мӗш Акатуй-Сабантуя Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин тата республикӑри Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне халалланӑ.
Оксана Верликова, Святослав Петров