Историн манӑҫа тухма пуҫланӑ страницисем

"Чӑваштехинвентаризаци" учреждени ГЭС тума пуҫличчен Шупашкарти ача-пӑча паркӗ мӗнле пулнине сӑнлакан архив докуменчӗсене кӑтартнӑ. 

Ку пӗрлешӗве 2016-мӗш ҫулта йӗркеленӗ. Унта паянхи куна 609 пин ытла документ упранать. Вӑл шутра халӗ ҫук ҫуртсемпе обществӑлла лаптӑксем пирки те. Сӑмахран, ун чухнехи Люксембург урамӗнчи парк 50 ҫул каялла кӳлемӗш тунӑ чухне шыв айне пулнӑ. Ӑна чӑваш автономийӗ 15 ҫул тултарнӑ тӗле никӗсленӗ. Халӑхра ку лаптӑка "Почта умӗнчи сквер" тенӗ. Ача-пӑча паркӗ вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн пулса тӑнӑ. 

Парк еплерех пулнине нейросеть пулӑшнипе чӗртсе тӑратнӑ кивӗ сӑнӳкерчӗксем лайӑх сӑнлаҫҫӗ. Хула ҫыннисем ку вырӑна ҫав тери юратнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсенче унта ярмӑрккасемпе тӗрлӗ уяв иртнӗ. "Чӑваштехинвентаризаци" архивӗ ҫӗнӗ йышши документсемпе тӑтӑшах пуянланать. Вӗсемпе кашни кӑмӑл тӑвакан усӑ курма пултарать. 

Надежда Александрова, Виктор Степанов