Иртнӗ ӗмӗрте пулнине хальхи пек астӑвать

100 ҫул тултарнӑ вӑрҫӑпа ӗҫ ветеранӗ ентешӗсен паттӑрлӑхӗ пирки кӗнекесем кӑларнӑ.

Ҫӗрпӳ районӗнчи Нӗрӗш ялӗнче пурӑнакан Василий Капитонов ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ хӑй курни-илтнине ӗмӗр тӑршшӗпе ҫырса пынӑ. Нумай пулмасть 100 ҫул тултарнӑ Василий Капитонович юлашки вӑхӑтра ентешӗсен паттӑрлӑхӗ, фронтовиксен кун-ҫулӗ ҫинчен виҫӗ кӗнеке кӑларнӑ. Пархатарлӑ ӗҫ малалла пырать. Василий Капитоновичӑн ӑс-тӑнӗ ҫирӗп-ха, вӑл иртнӗ ӗмӗрте пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫа хальхи пек астӑвать. Ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗн тӗлӗнмелле кунҫул. 20-ре Совет ҫарне тухса кайнӑ каччӑ килне 6 ҫултан кӑна таврӑнайнӑ: вӑрҫӑ тухнӑ. Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитичченех авиаци чаҫӗнче тӑшманпа хӑюллӑн ҫапӑҫнӑ салтак Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орденне, тӗрлӗ медальсене тивӗҫнӗ. Вӗсенчен пӗрне - Курск пӗккинчи хаяр ҫапӑҫура паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн. Ҫав кунсем - нихҫан асран тухми.

 

Марина Карягина, Владимир Синдеев