Хулари кӑна мар, ялти пурнӑҫ майӗсем те лайӑхланаҫҫӗ

Республикӑра физкультура комплексӗсем тӑвассипе малалла ӗҫлеҫҫӗ. Чи пӗлтерӗшли вӗсем хуласенче кӑна мар, ялсенче те ҫӗкленеҫҫӗ. Акӑ, Шупашкар районӗнчи Ишлейре пурӑнакансем те малашне сывлӑха хӑйсем патӗнчех ҫирӗплетме пултарӗҫ. Унта "Демографи" наци проекчӗпе спорт керменӗ хӑпартаҫҫӗ. 

Строительство кунта иртнӗ ҫул ҫу уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. Виҫӗ хутлӑ керменте 25 метрлӑ бассейн, тренажер, теннис, кӗрешӳ, фитнес залӗсем пулӗҫ. Унпа пӗрлех тӗрлӗ вӑйӑ валли икӗ спортзал. Вӗсенче харӑсах 170 ҫын ӳт-пӗве ҫирӗплетме пултарӗ. Паянхи куна ҫурт тӑррине витнӗ, чӳречесем лартнӑ, канализаци хатӗрленӗ. Котельнӑй тата ытти коммуникаци строительствине вӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех ӑшӑпа вентиляци тата шыв тытӑмӗ хатӗр. Рабочисем халӗ ытларах шалта ӗҫлеҫҫӗ: стенасене тӳрлетеҫҫӗ, сӑрлаҫҫӗ, плитка хураҫҫӗ, алӑксем вырнаҫтараҫҫӗ. Тулашӗнче вара тирпей-илем кӗртессипе тӑрӑшаҫҫӗ. 

Тӗп хулари Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче вара "Волга" стадион ҫӗнелет. Ҫакӑн пирки Республика Пуҫлӑхӗ Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче каланӑччӗ. 6 гектара яхӑн йышӑнакан стадионта ӗҫсем ҫулталӑк каялла пуҫланнӑ. Виҫӗ ҫулта унта спорт комплексӗ, тӑрӑллӑ каток, футбол уйӗпе чупмалли ҫулсем тумалла. 

Леонид Петров