Хӗрлӗ Чутайри ҫамрӑк специалистсене хваттер уҫҫисем пачӗҫ

Хӗрлӗ Чутай Чӑваш Енре муниципалитетӑн ҫурт-йӗр фондне йӗркеленӗ пӗрремӗш округ пулса тӑнӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ку тӑрӑха ӗҫлеме килнӗ ҫамрӑксене хваттер уҫҫисем пачӗ. 

Вӗрентекенсем, тухтӑрсем, йӗрке хуралҫисем. Хӗрлӗ Чутайра ҫулталӑкра ҫӗклесе лартнӑ ҫӗнӗ ҫуртра специалистсем валли 10 хваттер туяннӑ. Регион ертӳҫи Олег Николаев ялта пурӑнма, кунти пурнӑҫ аталанӑвне тӳпе хывма хатӗр яш-кӗрӗме малашне те ҫул уҫма шантарчӗ. Марина Токшикова Хӗрлӗ Чутай больницине ҫулталӑк каялла вырнаҫнӑ. Хӑйне ӗҫленӗ вӑхӑта хваттер уйӑрассине пӗлсен, паллах, хӗпӗртенӗ. 

Бюджет тытӑмӗнче ӗҫлекенсене хваттерсемпе тивӗҫтерме ҫурт-йӗр фончӗ йӗркелесси Республика Пуҫлӑхӗн Хушӑвӗпе 2024-мӗш ҫулта пуҫланнӑ. Тӑкаксен 50 процентне регион хыснинчен, ыттине - муниципалитет шутӗнчен саплаштараҫҫӗ. Ҫамрӑксене пурӑнма та, ӗҫлеме те тивӗҫлӗ майсем туса панинче - специалистсем ҫитменнине татса парасси те, ял пуласлӑхӗ те. Кӑҫал республика бюджетӗнче 11 хваттер туянма 18 миллион ҫурӑ тенкӗ пӑхса хунӑ. 10-шне Хӗрлӗ Чутайра илнӗ, пӗрне - Етӗрнере. 2030-мӗш ҫул тӗлне тара памалли пурӑнмалли кӗтес 40 пин тваткал метр таран пулмалла. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри специалистсем валли йӗркеленӗ фондра 54 пин тваткал метр. 

Алиса Александрова, Диана Иванова, Виктор Степанов