Сӑлтавӗ лайӑх та юрламасӑр чун чӑтмасть. Хӑнасене ял халӑхӗ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗ.
Ҫӗнӗ ҫул пахалӑхне те пӗрле хак пама сӗнчӗҫ. Хӗрлӗ хӑйӑва касса уява уҫнӑ хыҫҫӑн ял хушшипе юрла-юрла утрӗҫ. Проекта ӗҫе кӗртессишӗн уйрӑмах ҫине тӑраканӗсенчен пӗри - ял старости. Ку тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ мӑшӑрӗн тӗллевне пурнӑҫласах тенӗ вӑл. Ҫул сараканскер хӑйсен урамне те йӗркене кӗртес ӗмӗтпе пурӑннӑ. Малтанласа вак чулпа тикӗсленӗ. Ял пуласлӑхӗшӗн ҫунакансем те укҫа хывни пысӑк пулӑшу пулнӑ.
Майоров урамӗнчи ҫӗнӗ сийӗн тӑршшӗ 863 метр. Шкул кассинчи - 800 метра яхӑн. 2 проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ - 8 миллион та 400 пин тенкӗ. Пысӑк ӗҫ тума республика, вырӑнти хыснаран укҫа уйӑрнӑ, пӗр пайне ял халӑхӗ пухнӑ. Пӗрлехи вӑйпа тӗллев патне ҫитнӗ ятпа ял халӑхне Алла Салаева депутат та саламларӗ. Малашне Тралькассине кӗрсе ҫӳреме кӑмӑллӑ та ҫӑмӑл. Ҫанталӑк пӑсӑлни коммуналлӑ техника, васкавлӑ службӑсен ҫулне пӳлеймӗ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов








