"Дорэкс" - хула урамӗсене тирпейлесе тӑрассишӗн яваплӑ предприяти. Ҫӗнӗ техника кӳрсе килни ку ӗҫе хӑвӑртрах та пахалӑхлӑрах тума май парать. Погрузчиксем, бульдозерсемпе экскаваторсем хӗллехи вӑхӑтра ҫулсене тирпейлесе тӑма пулӑшӗҫ. 10 мини-погрузчик вара кӗрсе тухма йывӑр вырӑнсене - тротуарсемпе картишсене тасатма меллӗ.
Предприятире хальхи вӑхӑтра ытти техникӑна та хатӗрлеҫҫӗ - юсаҫҫӗ, сӑрлаҫҫӗ. Юпа уйӑхӗнче пӗтӗм парка хаклакан тӗрӗслев пулӗ. Ҫулсене сапмалли хӑйӑрпа тӑвар хутӑшне 80 процент кӳрсе килнӗ. Авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ку хутӑша туллин хатӗрлесе ҫитерме палӑртнӑ.
Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ юр ирӗлтермелли станцине хӗле кӗриччен туса пӗтерме палӑртнӑ. Ку - хулашӑн пӗлтерӗшлӗ объект. Ӑна 2 ҫул каялла тума пуҫланӑ. Вӑл республикӑри ҫакнашкал пӗрремӗш лаптӑк пулать.
Кунне станци 2 пин ытла кубла метр юр ирӗлтерме пултарать. Кунта юр купаламалли ятарлӑ лаптӑк, ӑна ирӗлтермелли хатӗр, администраци ҫурчӗ пулать. Объекта тума хула хыснинчен 580 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ӑна кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче хута яма палӑртаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра тирпей-илем кӗртеҫҫӗ, карта тытаҫҫӗ тата видео сӑнав тытӑмне вырнаҫтараҫҫӗ.
Оксана Верликова, Святослав Петров








