Хӗҫ-пӑшал ҫаврӑнӑшне асӑрхаса тӑма явапланӑ

55 ҫул каялла СССР Шалти ӗҫсен министерствин милицин административлӑ служби ҫумӗнче 4-мӗш уйрӑм йӗркеленӗ.  Унта тӑрӑшакансене хӗҫ-пӑшал ҫаврӑнӑшне асӑрхаса тӑма тата ятарлӑ лицензи пама явапланӑ. 90-мӗш ҫулсенче ҫак тытӑм ятарлӑ Управлени пулса тӑрать,  2016-мӗш ҫулта вара Росгварди йышне кӗрет.

Росгвардин ҫак уйрӑмне республикӑра ҫулталӑкне вунӑ пин ытла ҫын тӗрлӗ ыйтупа пырать. Кунта тӑрӑшакан офицерсем ытларах чухне пӑшал туянма е лицензи тӑстарма заявленисем йышӑнаҫҫӗ. Паянхи кун республикӑри граждансен аллинче 24 пин "кӗпҫе" шутланать. Унпа пӗрлех йӗрке хуралҫисем хӗҫ-пӑшалпа ӗҫлекен 62 юридици сӑпатне тата ӑна сутакан 6 лавккана, сунарҫӑсен пӗрлешӗвӗсене, тирсемпе вӗренӳ центрӗсене  тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.

Чӑваш Енре те саккуна пӑсса килӗнче пӑшал тытакансем пур. Вӗсене вӑхӑтра шыраса тупни преступленисен шутне чакарассине витӗм кӳрет. Полиципе пӗрле ирттернӗ оперативлӑ рейдсем вӑхӑтӗнче пӗлтӗр, тӗслӗхрен, 800 пӑшал тата 15 пин ытла ҫар припасӗ туртса илнӗ. Чӑн та, ытларах чухне ҫакӑ лицензие вӑхӑтра тӑстарманнипе  ҫыхӑннӑ.

Хурал организацийӗсен ӗҫне асӑрхаса тӑрассишӗн те ҫак подразделени яваплӑ. Вӗсем пулас йӗрке хуралҫисен ӑсталӑхӗпе пӗлӗвне тӗрӗслеҫҫӗ, экзаменсем йышӑнаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне республикӑра вырнаҫнӑ топливӑпа энергетика комплексӗсен хӑрушсӑрлӑхӗ те вӗсен тимлӗхӗнче. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ ведомствӑна сыхлакансемпе, ятарлӑ уставпа тӗллевсене пурнӑҫлакансемпе ҫыхӑну тытаҫҫӗ.

Леонид Петров