Ҫӗнӗ ҫул парнине медицинӑра, вӗренӳре, сывлӑх сыхлавӗнче, культурӑра, ял хуҫалӑхӗнче, промышленноҫра ӗҫлекенсем тивӗҫрӗҫ. Ҫӗрпӳ округӗнчи Римма Захарова мӑшӑрӗпе пӗрле 6 ывӑлпа тӑватӑ хӗр ура ҫине тӑратнӑ. 13 мӑнукӗ те савӑнӑҫ парнелеҫҫӗ. Римма Николаевна "Ача амӑшӗ-героиня" ята тивӗҫрӗ.
Ҫӗршыв шайӗнчи патшалӑх наградипе Красноармейски тӑрӑхӗнчи Пикшик ялӗнче пурӑнакан Владимирпа Наталия Ивановсене те чысларӗҫ. 30 ҫул ытла вӗсем пӗр сукмакпа утаҫҫӗ, пилӗк ача ҫитӗнтернӗ. Мӑшӑр "Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ" орден медальне илчӗ. Награда илме тухакансенчен кашни хӑй ӗҫне юратса, яваплӑха туйса пурнӑҫлать. "Зеленстрой" пӗрлешӳ ертӳҫи Олег Скворцов "Раҫҫей Федерацийӗн пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята тивӗҫрӗ.
Республика шайӗнчи награда та чылай пулчӗ. Елчӗк тӑрӑхӗнчи Андрей Васильева "Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ят парса чысларӗҫ. Вӑл ертсе пыракан "Энтепе" хуҫалӑх ӳсӗм ҫулӗпе утать. Ҫӗр ҫинче ӗҫлекенсене ҫапла хисеп туни хавхалану кӳрет, тет Андрей Васильев.
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑшӑн, яваплӑха туйса тӑрӑшнӑшӑн кашнине тав турӗ. Ҫӗнӗ ҫул пурне те телей парнелетӗр, - терӗ вӑл.
Екатерина Фомина, Юрий Марков