Чӑваш тата Ирҫе Ҫармӑс ялӗсенче пурӑнакансем ирех престол уявне кӗлле кӗрсе Петӗрпе Павӑл апостолсене асӑнчӗҫ. Унтан турӑшсемпе хӗрессем йӑтса ял тӑрӑх таса ҫӑлкуҫ енне утрӗҫ. Турра мухтав кӗллисем юрласа сӑваплӑ вырӑна ҫитсе пыракансене ҫамрӑксем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Пултаруллӑ ял халӑхӗ тӑрӑшнипе кунта кӑҫал часовньӑ евӗр ҫурт пураласа шыва кӗмелли хӑтлӑ купель тунӑ. Ӑна пачӑшкӑсем халӑхпа пӗрле кӗл туса сӑвапларӗҫ.
Ҫак ҫӑлкуҫ ҫармӑссен ял историйӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Кунтан 3-4 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ мӑнастир евӗр хӗрарӑмсен общини ҫумӗнче ӗлӗк Ҫут Ҫармӑс ятлӑ ял пулнӑ. Унта пурӑннӑ Шайманов хушаматлӑ ҫын пӗррехинче ҫухалнӑ вӑкӑрне шыраса кунти таса шывлӑ ҫӑлкуҫ патне килсе ҫитет. Ҫак илемлӗ вырӑна кӑмӑлласа кунта куҫсах килме шут тытать. Ҫапла, 17-мӗш ӗмӗре кӗрсен сӗм вӑрманта ҫурт лартса Чӑваш Ҫармӑс ялне никӗслесе ярать. Каярахпа ҫывӑхра Ирҫе Ҫармӑс ялӗ аталанма пуҫлать. Туслӑ халӑх пӗр ҫемьери пек пулса ҫак ҫӑл ырлӑхӗпе пурӑнма тытӑнать. Унӑн сивӗ шывӗ яланах хӑйӗн сиплӗхлӗ вӑйӗпе палӑрса тӑнӑ.
Ҫак ҫӑл шывӗпех ҫармӑссем черет тӑрса кӗпе-йӗм чӳхенӗ, выльӑхсене шӑварнӑ. Яла шыв кӗртсен вара халӑх ҫӑлкуҫ пирки манма пуҫланӑ. Иртнӗ ҫулсенче ун таврашӗ юхӑнсах кайнӑ. Телее, ялти пултаруллӑ ҫамрӑксем пӗр чӑмӑра пухӑнса историллӗ вырӑна йӗркене кӗртме шут тытнӑ. Халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан патшалӑх программине хутшӑнса, хӑйсемех укҫа-тенкӗ пухса кунта купель туса лартнӑ.
Ҫӑлкуҫа сӑвапланӑ хыҫҫӑн уяв халӑхӗ ҫывӑхри урамра ял пуҫланнӑ ҫурт умӗнче вӑйӑ картине тӑчӗ.
Аслашшӗ-асламӑшсен ӗмӗрхи йӑлине кунта типтерлӗн упрама тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсен ҫамрӑксем Питравчченех уява тухса мӗнлерех савӑннине аслисем лайӑх ас тӑваҫҫӗ, халӑх юрри-ташшине ҫитӗнекен ӑрӑва парса пыраҫҫӗ.
Уява пухӑннисем савӑнӑҫлӑ юрӑ-ташӑпа Ирҫе Ҫармӑс ялне куҫрӗҫ. Кунта икӗ ял халӑхӗ Питрав концертне пухӑнчӗ. Сцена ҫинче ял-йышри пултаруллӑ ҫынсене чысларӗҫ, хальхи вӑхӑтра ҫӗршыва хӳтӗлекен салтаксен ашшӗ-амӑшне, хисеплӗ ватӑсене тав турӗҫ, ял ҫитӗнӗвӗсемпе хӗпӗртерӗҫ. Ҫамрӑксем вара Аслӑ ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулне халалласа салтак юрри юрларӗҫ, ятарлӑ сценка кӑтартрӗҫ.
Икӗ ялта халӗ 800 ытла ҫын пурӑнать. Ачасене валли хӑтлӑ шкул, ял-йыша савӑнма ҫӗнӗ культура ҫурчӗ туса панӑ. Кунтах кану паркӗ те, шӑпӑрлансене валли чуччу-таканккиллӗ вылямалли лаптӑксем те пур.
Уяв кунӗ спорт ӑмӑртӑвӗсемпе те пуян пулчӗ. Ҫамрӑксем ушкӑнсем ҫине пайланса тӗрлӗрен тупӑшусенче вӑй виҫрӗҫ. Чи харсӑррине вара така парса хавхалантарчӗҫ. Хӑнасем каҫченех юрӑ-ташӑллӑ, кулӑш-мыскараллӑ концертра савӑнчӗҫ.
Алексей Енейкин