Хамӑрӑннисене пулӑшсах тӑратпӑр

Ҫак кунсенче Чӑваш Енрен ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан вырӑна гуманитари пулӑшӑвӗ тухса кайрӗ. Йывӑр тиевлӗ машинсене Етӗрнерен ӑсатрӗҫ. 

Пархатарлӑ ӗҫ-пуҫ шӑп та лӑп ӑратлӑ лашасен Василий Чапаев ячӗллӗ завочӗ 100 тултарнӑ кун иртрӗ. "Республикӑшӑн пӗр-пӗр пӗлтӗрӗшлӗ куна уявланӑ май яланах хамӑр ҫӗршыва хӳтӗлекенсем пирки аса илетпӗр. Ӑшӑ сӑмахсемпе пӗрлех салтаксем патне мӗн кирлине яратпӑр", - палӑртрӗ регион ертӳҫи Олег Николаев. Хальхинче хамӑрӑннисем патне 5 машин тухса кайнӑ. Вӗсем ҫине 40 ытла кубла метр пӗрене-хӑма тиенӗ. Ҫавӑн пекех бензогенераторсем, электровелосипед, ытти техника, апат-ҫимӗҫ, ӗҫмелли шыв, ҫулӑм сӳнтермелли хатӗрсем, маскировка каррисем. Республикӑра пурӑнакан ҫынсем, волонтерсен юхӑмӗсем, предприятисем пӗр тӗвве пӗрлешсе ҫӗнтерӳ патне талпӑнни ырми-канми ӗҫре палӑрать. 
Етӗрне тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ытти округри хастарсем пекех ушкӑнсемпе пухӑнса салтаксен кун-ҫулӗ кӑшт та пулин ҫӑмӑлрах пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Черетлӗ пулӑшу Чӑваш Енрен кайнисенчен  90-мӗш  пулчӗ. "Мӗн Ҫӗнтерӳ ҫитичченех хӳтӗлевҫӗсене пур енлӗн хавхалантарса тӑрӑпӑр", - палӑртрӗҫ Етӗрнере пухӑннисем.

Алиса Александрова, Николай Скворцов