Хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан пӗлӳ ҫурчӗсем пулмалла

Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева Шупашкарти "Университет" микрорайонти тата Шупашкар тӑрӑхӗнчи шкулсен ӗҫӗ-хӗлӗпе вырӑна ҫитсе паллашрӗ. Вӗсен йышӗнче ҫӗннисем те, юсав кирлисем те пур. 

"Университет" микрорайонти ҫӗнӗ шкул ҫитес вӗренӳ ҫулӗнче пӗр пин те 500 ачана йышӑнма хатӗр. Вӑл 2-мӗш гимназин корпусӗ пулӗ. Хальхи вӑхӑтра унта юнашарти 62-мӗш шкулти кӗҫӗн класри ачасем пӗлӳ илеҫҫӗ. Шкул вӗренӳ ӗҫне туллин пуҫлама хатӗрленет. Пӗлӳ ҫуртӗнче хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан хатӗрсемпе сӗтел-пукан вырнаҫтарнӑ. Ачасем кунта физика тата математика енӗпе тарӑн пӗлӳ илӗҫ. Ҫавӑн пекех инженери класӗсем, лабораторисем пулӗҫ. Спорт тӗлӗшӗнчен тата тӗрлӗ кружокра аталанма майсем ҫителӗклӗ хатӗрленӗ. 

Шупашкар тӑрӑхӗнчи Мӑналти шкулти ачасем вара икӗ ҫул каялла тӗплӗн юсанӑ пӗлӳ ҫуртӗнче вӗренеҫҫӗ. Шкула тултан та, шалтан та ҫӗнетнӗ. Пӗлтӗр таврари лаптӑка хӑтлӑлатнӑ. 

Мӑналти пӗлӳ ҫуртӗнче 4 ялти 86 ача вӗренет. Кунтах шкул ҫулне ҫитмен ачасен ушкӑнӗ вырнаҫнӑ. Унта 13 шӑпӑрлан ҫӳрет. Пурӗ шкулта 15 вӗрентекен ӗҫлет. 

Ҫатра-Лапсарти шкула 1966-мӗш ҫулта хута янӑ. Унтанпа ӑна пӗрре те тӗплӗн юсаман. Шкулта апат пӗҫермелли вырӑн ҫукки те пысӑк чӑрмав кӑларса тӑратать. Ачасене Ишлей шкулӗнче хатӗрлесе килсе ҫитереҫҫӗ. Ҫавна май 2022-мӗш ҫултах юсав ирттерме заявка панӑ, анчах та программӑна кӗреймен. Ялта ачасен шучӗ ӳснине пула, шкулта юсав ҫав тери кирлине палӑртаҫҫӗ. 

Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева вӗренӳ ҫурчӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн юсав ыйтӑвне татса парассинче пулӑшма шантарчӗ. 

Оксана Верликова, Михаил Солин