Хальхи ӑру асатте-асаннесенчен тӗслӗх илет

Шупашкарта Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисен ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ концерт иртрӗ. Ҫавӑн пекех унта хальхи вӑхӑтра ятарлӑ ҫар операцине пулӑшакан пӗрлешӳсемпе уйрӑм ҫынсене чысларӗҫ. 

Республикӑра хӳтелев чиккине 1941-мӗш-42-мӗш ҫулсенче тунӑ. Паттӑрла ӗҫе 200 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Тӗпрен илсен, хӗрарӑмсемпе ачасем тата ватӑсем хура кӗркуннерен пуҫласа кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗччен шӑн ҫӗре алтнӑ. Ҫапла 380 ҫухрӑм тӑршшӗ окоп чавнӑ, Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ.

Хальхи вӑхӑтра та Ҫӗнтерӗве ҫывхартасси малти вырӑна тухрӗ. Республикӑра пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене май ҫитнӗ таран пулӑшаҫҫӗ. Хастарсен ӗҫӗпе ятарлӑ куравра паллашма пулчӗ. Чӑваш наци музейӗ те республикӑри волонтерсен ушкӑнӗсем пирки стенд йӗркеленӗ. Пухӑннисене культура министрӗ Светлана Каликова тата Хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Наталья Николаева саламларӗҫ. Яваплӑ тапхӑрта пӗрле пулни, салтаксене тӗрев пани пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, хальхи ӑру асатте-асаннесенчен ырӑ тӗслӗх илнине палӑртрӗҫ. Ятарлӑ ҫар операцин салтакӗсене пулӑшас ӗҫе хастар хутшӑнакан предприятисемпе обществӑлла пӗрлешӳсене, ахаль ҫынсене Республика Пуҫлӑхӗн тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗҫ. Канаш тӑрӑхӗнчи Ухман ялӗнче пурӑнакан Елена Гаврилова 80 ҫулта пулсан та клуба хӳтӗлев карри ҫыхма ҫӳрет. Ушкӑнра 10 ҫын.

Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисене асӑнса Чăваш патшалăх академи симфони капеллин хорӗпе оркестрӗ тата филармони солисчӗсем "Паттӑрлӑх урокӗ" ятпа концерт кӑтартрӗҫ.

Диана Иванова, Вадим Владимиров