Куславкка тӑрӑхӗнчи Чашлама ялне кӗрсенех тӗлӗнтермӗш ҫуртсем куҫа илӗртеҫҫӗ. Тӗп урама тӑватӑ капӑр пӳрт илем кӳрет. Вӗсене 19-мӗш ӗмӗрӗн вӗҫӗнче Селиван купсасем хӑпартнӑ. Йӑха пуҫарса яраканӗ тӗне кӗмен чӑваш Сейлейван пулнӑ, иккен. Ҫак ят ун хыҫҫӑн сӗлӗ сутнӑран ҫирӗпленнӗ. Каярах вӑл ҫемье хушамачӗ пулса тӑнӑ. Суту-илӗве пуҫӑнас тесех Сейлейван православи тӗнне йышӑнса Дормидонт ят илнӗ. Ҫапла ӗмӗрӗпех кӗтӳҫре тӑрӑшнӑскер усламҫӑ пулса тӑрать. Ҫак ӗҫе ывӑлӗсене те явӑҫтарать вӑл. Мӗн кӑна сутман пулӗ вӗсем. Анчах та ҫемьене чӑннипех те пысӑк тупӑш тума чӑх ҫӑмарти пулӑшнӑ.
Ҫав савӑтсем паянхи кун та ҫуртсен путвалӗсенче упранса юлнӑ теҫҫӗ. Анчах та вӗсен алӑкӗсене хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗрпе хупланӑран шала кӗме май ҫук. Ҫӑмарта управӑшӗсем мӗнле пулнине чашламасем каласа панипе ҫеҫ пӗлме пулать. Ҫав вӑхӑтрах 19-мӗш ӗмӗрте хӑпартнӑ ҫуртсем аванах лараҫҫӗ-ха. Пӗринче клуб, тепринче - чиркӳ вырнаҫнӑ. Виҫҫӗмӗшне икӗ ҫемье пайлать. Тӑваттӑмӑшӗнче ҫеҫ шӑплӑх хуҫаланать. Унччен кунта медпункт пулнӑ. Революци вӑхӑтӗнче Селивановсен пурлӑхне патшалӑх туртса илсе халӑха парать, ҫуртсен хуҫисем пӗрре мар улшӑнаҫҫӗ. Селивановсем вара чылай вӑхӑт хӑйсем камсем пулнине пытарса пурӑнаҫҫӗ.
Вырӑнти таврапӗлӳҫӗсем хресченрен тухнӑ купсасен историне чылайранпа тӗпчеҫҫӗ. Кӗнеке те кӑларнӑ. Вырӑнти культура керменӗнче ятарлӑ курав йӗркеленӗ. Ара, Селивановсен ҫемйипе ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ
пулӑм чылай-ҫке. Сӑмахран, "Хыпар" хаҫат тухма пуҫласан Чашламари усламҫӑсем укҫан сахал мар пулӑшнӑ. Тен, вӗсене пула кӑларӑм вӑй илнӗ те. Хальхи вӑхӑтра паллӑ купсасен чи ҫывӑх тӑванӗсенчен пӗри
- Татьяна Грачева Чулхулара пурӑнать. Вӑл ӗмӗрӗпех хӑйӗн йӑхне тӗпчет. Унӑн сӑмахӗпе, Селивановсем Амур ҫинчи Комсомольскран пуҫласа Францири Греноболь таранах тӗпленнӗ. Тӑванӗсем пирки нумайрах пӗлес тесе Англине те ҫитсе килнӗ вӑл. Чӑвашсем хӑй вӑхӑтӗнче унта та суту-илӳ ҫурчӗ уҫнине ҫирӗплетнӗ.
Татьяна Грачевана Чашламари ҫуртсен шӑпи канӑҫ памасть. Вӗсене халӗ те культура еткерлӗхӗн палӑкӗ тесе йышӑнман-ҫке, тет. Кун пирки тӗплӗнрех "Наследие" программӑра сӑмах пырать. Кӑларӑма эфирта тата пирӗн телерадиокомпани сайтӗнче курма пулать.
Вероника Павлова, Святослав Петров, Виктор Степанов, Игорь Ульянов