Халӑхсен ӗмӗрсен тӑршшӗпе ҫирӗпленсе пынӑ туслӑхне сӑнланӑ

Чӑваш патшалӑх истори архивӗнче уҫӑлнӑ "Ӗмӗрсем витӗр пӗрле" историллӗ-документлӑ курав малалла ӗҫлет. Халӑхсен пӗрлӗхӗпе туслӑхӗн Ҫулталӑкӗсене халалланӑ ӗҫ-пуҫ регион аваллӑхӗпе кӑсӑкланакан таврапӗлӳҫӗсене, историксене, студентсене илӗртет

Чӑваш Енри халӑхсен ӗмӗрсен тӑршшӗпе ҫирӗпленсе пынӑ туслӑх ҫыххине истори архивӗнчи куравра туллин кӑтартма тӑрӑшнӑ. Экспозицири нумай документа ахаль ҫын умне пуҫласа кӑларнӑ.

Курав аваллӑх архивӗн фончӗсенче упранакан 300 ытла документпа паллаштарать. Вӗсем 16-20-мӗш ӗмӗрсенчи халӑх пурнӑҫне уҫӑмлатаҫҫӗ. Вӑл шутра пирӗн авалхи несӗлсен араб ҫырулӑхӗпе вуланакан вил тӑпри ҫинчи чулсен сӑнӳкерчӗкӗ те пур. Кунтах Мускаври архивсенче упранакан документ та чылай.

Кашни документӑн хӑйӗн историйӗ. Вӗсем халӑхсен тӗрлӗ вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗпе тылри пӗрлӗхне кӑтартаҫҫӗ, республикӑн экономикӑри ҫитӗнӗвӗсемпе культурӑри ҫыхӑнӑвӗсене уҫӑмлатаҫҫӗ.

Ҫапла, Совет халӑхӗ тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн та пӗрле ял хуҫалӑхне ура ҫине тӑратса промышленнӑҫа аталантарнӑ. Кунтах Союзла республикӑсем килӗшӳсем туса фестивальсемпе уявсем йӗркеленине ҫирӗплетекен хутсем те пур. Вӗсем тӑрӑх халӑхсен наци культурине те сӑнлама пулать. 

Кураври 3 витринӑна уйрӑм ҫынсене халалланӑ. Вӗсенче политикӑпа общество деятелӗ пулнӑ Александр Петровӑн кун-ҫулӗпе, ҫар лӗтчикӗ пулса Совет союзӗн геройӗ ятне тивӗҫнӗ Федот Орловпа, ҫавӑн пекех ҫыравҫӑ тата прокурор ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Анна Полежаева вӑрҫӑ ветеранӗпе тӗплӗнрех паллашма пулать. Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхне ҫирӗплетекен документсен куравӗ истори архивӗн ҫӗнӗ ҫуртӗнче ҫулталӑк тӑршшӗпех ӗҫлӗ. 


Алексей Енейкин, Бахтияр Велиев