Халӑхӗ нумай пулсан та ҫӗршывӗ пӗрре

Раҫҫейре ҫак шухӑша тӗпе хурса Халӑхсен пӗрлӗхне халалланӑ "Этнографи диктанчӗ" акци пырать. Кӑҫал ҫак ӗҫ-пуҫ чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен 12-мӗшӗччен пырать. Чӑваш Енре диктант ҫырма 38 лапам йӗркеленӗ, вӗсенче пӗри - Чӑваш тӗррин музейӗ. 

Кӑҫалхипе 11-мӗш хут иртекен акцие республикӑра, ҫӗршывра пурӑнакансем кӑна мар, чикӗ леш енче тымар янисем те хутшӑнаҫҫӗ. Хӑйсен этнографи пӗлӗвӗн шайне студентсем те, министрсем те, кӑмӑл тӑвакансем пурте  тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Кӑҫалхи ыйтусене ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ - хӑшне-пӗрне видео меслечӗпе тӗрлӗ халӑх ҫынни парать, ятарлӑ ҫар операцийӗпе ҫыхӑннисем те пур. Сӑмах май, хӳтӗлевҫӗсем хӑйсем те пуҫарӑва хастар хутшӑнаҫҫӗ. Диктант ҫырма килнӗ тӗрлӗ ҫын  кӑмӑл-туйӑмӗ ҫӗкленӳллӗ пулнине палӑртрӗ.

Леонид Агаков ячӗллӗ информаци центрӗнче те диктант ҫыраҫҫӗ. Унта чи малтисен йышӗнче "Волжские берега" ҫар оркестрӗн музыканчӗсем ҫитнӗ. Росгварди хастарӗсемшӗн ҫакӑ пӗлӳ шайне тӗрӗслени кӑна мар, патриотизм, культура воспитанийӗ те. Акци пӗтӗмлетӗвӗсемпе раштавӑн 12-мӗшӗнче Конституци кунӗ паллашма май пулӗ. Пӗлтерӗшли баллсен шучӗ те мар. Хамӑр ҫумра пурӑнакан халӑхсен культурине, йӑли-йӗркине, хӑйнеевӗрлӗхне еплерех пӗлни. 

Алиса Александрова, Олег Шашурин, Эльвира Иванова, Святослав Петров