Халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес ыйту - тӗп вырӑнта

Правительство ҫуртӗнче Чрезвычайлӑ лару-тӑрава асӑрхаттарас тата сирес енӗпе тимлекен пӗрлехи патшалӑх тытӑмӗн иртнӗ ҫулхи ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ. 

Пушар сӳнтермелле-и, шыв е ҫул ҫинче инкеке лекнисене пулӑшмалла - васкавлӑ службӑсем яланах сыхӑ тӑраҫҫӗ. Ӗҫре мӗнле хатӗрсемпе усӑ курнине кӑтартма вӗсем хӑйне евӗр курав йӗркеленӗ. Пурлӑхпа техника никӗсне ҫулсеренех ҫирӗплетсе пыраҫҫӗ. Чрезвычайла лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Управленийӗн ертӳҫи Валерий Зеленин иртнӗ ҫулхи кӑтартусене тӗплӗн тишкерсе тухрӗ. Республикӑра пушарсен шучӗ чакнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ачасем пурнӑҫран уйрӑлнӑ е аманнӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Пушар тухнин тӗп сӑлтавӗсем - вут-ҫулӑмпа асӑрханусӑр пулни, электричество хатӗрӗсемпе, кӑмакапа йӗркене пӑсса усӑ курни. Пушарта ӳсӗрле вилекенсен шучӗ уйрӑмах пысӑк. Валерий Зеленин муниципалитетсен профилактика ӗҫне вӑйлатмаллине палӑртрӗ. Пӗлтӗр шыв ҫинче 33 пӑтӑрмах шута илнӗ, пурте шыва кӗме юраман вырӑнта пулнӑ. Ларура патшалӑх тата ведомство наградисене валеҫрӗҫ. Салам сӑмахӗ йышӑнакансенчен пӗри - Хӗрлӗ Чутайри 33-мӗш пушар чаҫӗнче ӗҫлекен Михаил Михатайкин пулчӗ. Ҫак ӗҫре вӑл 2005-мӗш ҫултанпа тӑрӑшать. 

Екатерина Фомина