Медиа-лаборатори ӗҫне 100 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ май, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ҫумӗнчи ҫамрӑксен политикин управленийӗпе Ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотеки пӗрле ӗҫлес пирки килӗшӳ алӑ пусрӗҫ. Фестиваль программи кӑсӑк та пуян. Унта хутшӑнакансем медиаконтент мӗнле хатӗрлемеллине тӗплӗн тишкерсе тухрӗҫ.
Вӗренӳ темиҫе пайран тӑчӗ. Малтан ҫамрӑксене "Библиотекӑри цифра майӗсем" пирки каласа кӑтартрӗҫ. Унтан шкул ачисемпе студентсем республикӑри хаҫат-журналсен тата радиопа телевиденин тӗп редакторӗсемпе тӗл пулчӗҫ.
Пухнӑ пӗлӗве ҫамрӑксем ӗҫре усӑ курчӗҫ. Ушкӑнсем ҫине пайланса вӗсем видеороликсем ӳкерчӗҫ, монтаж турӗҫ тата статьясем ҫырса "БиблиоМедиаВестник" ятпа хаҫат калӑпларӗҫ.
Оксана Верликова, Игорь Ульянов.








